Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан мобилизациленнисене ҫӗнӗ вырӑна ӑсатрӗ

Ҫар ретне тӑнӑ резервистсен пысӑк ушкӑнӗ - 700 салтака яхӑн - ӗнер Тӗп ҫар округӗн частьне ҫул тытнӑ

Унта мобилизациленнисен ҫар хӑнӑхӑвӗн иккӗмӗш тапхӑрне иртмелле пулӗ. Тӗп ҫар округӗн чаҫӗнче тутарстансене кӑралпа, техникӑпа тата ҫапӑҫура кирлӗ ытти япаласемпе тивӗҫтерӗҫ.

Ӗнер вӗсене "Казань Экспора" тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем ӑсатнӑ. Построени хыҫҫӑн салтак атти тӑхӑннӑ арҫынсене тӑванӗсемпе сывпуллашма вӑхӑт панӑ. Ҫемйи-ҫемйипе ӑсатма килекенсем те пулнӑ "Казань-Экспора".
Мобилизациленнисен ҫемйисене республика тӗревпе тимлӗхсӗр хӑвармӗ. «Ярдэм Янэшэ! Помощь рядом!» общество юхӑмӗн активисчӗсем паянхи куна ыркӑмӑллӑх фондне 20 ытла миллион тенкӗ пухнӑ. Ҫак мӗн пур укҫана призывниксен ҫемйисене пулӑма ярӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев