Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанра кӑҫал 40 пин ҫын пенсине тухаймасть

Пенси реформин куҫӑм тапхӑрӗ 2028 ҫулта пӗтет. Пурӗ Тутарстанри Пенси фончӗн уйрăмӗсенче 1 миллион та 146 пин ҫын учетра тӑрать.

Пенси реформине пула кӑҫал нумай ҫын тивӗҫлӗ канӑва тухаймасӑр юлать. Пенсине республикӑри 20 пине яхӑн ҫын кӑна пуҫласа илме тытӑнӗ.
Ҫакӑн ҫинчен Андрей Кузьмина ТР Пенси фончӗн Уйрӑмӗн управляющийӗ Эдуард Вафин каласа панӑ.
"Кашни ҫул эпир песие 60 пине яхӑн ҫынна ӑсататтӑмӑр. 2019 ҫулта 27 пин ҫын пенсине тухмасӑр юлчӗ, 32 пин ытла – тухрӗ. Кӑҫал лару-тӑру йывӑртарах пулать, 40 пин ҫын пенсине тухмасть, 20 пинӗшне тивӗҫлӗ канӑва ӑсататпӑр",–палӑртнӑ Вафин.
Пенси реформин куҫӑм тапхӑрӗ 2028 ҫулта пӗтет. Пурӗ Тутарстанри Пенси фончӗн уйрăмӗсенче 1 миллион та 146 пин ҫын учетра тӑрать.
Эдуард Вафинран илнӗ интервьюна sntat.ru сайтра вулама пулать. Видеоверсине «Татар-информ» Информаци Агентствин YouTube сайтри страницинче курма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев