Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанран тепӗр 196 ача Анапăри лагере канма кайрӗ

Тутарстанран Анапăри «Витязево» ача-пăча лагерӗнче канма кайма 196 ача çула тухнă. Смена июлӗн 31-мӗшпе августăн 20-мӗшӗччен пырать, пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен пресс-служби. Кану программинче мастер-классем, тренингсем, тӗрлӗ вăйăсемпе каçхи тата спорт мероприятийӗсем.

Тутарстанран Анапăри «Витязево» ача-пăча лагерӗнче канма кайма 196 ача çула тухнă. Смена июлӗн 31-мӗшпе августăн 20-мӗшӗччен пырать, пӗлтерет ТР Çамрăксен ӗçӗсен пресс-служби.
Кану программинче мастер-классем, тренингсем, тӗрлӗ вăйăсемпе каçхи тата спорт мероприятийӗсем. Çакă ачасене командăра ӗçлеме, çӗнӗ хăнăхусене вӗренме пулăшать. 
«Лагере эпӗ пӗрремӗш хут каятăп. Питӗ хумханатăп, анчах Анапăна хăвăртрах çитме ӗмӗтленетӗп. Вӗрентӳ программине иртме, отрядпа паллашма хатӗр. Çапах пуринчен ытла тинӗсре шыва кӗрес килет. Шанатăп, çак 20 кун тӗрлӗ эмоцисем, мероприятисем енчен ӗмӗр асра юлмалли пулӗ. Вӗренӳ çулӗ пуçланиччен лайăх мотиваци ку», — тет Хусан хӗрӗ Азалия Шатирова. 
Аса илтеретпӗр, икӗ уйăх хушшинче Краснодар тăрăхӗпе Крым Республикинче Тутарстанăн 3 565 ачи канма ӗлкӗрчӗ. Пӗтӗмпе вара лагерьсенче 5 354 ача канӗ. 
Хура тинӗс хӗрринчи ача-пăча канăвне ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин ведомстви — «Черноморец» республика центрӗ йӗркелет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество