Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстанри социаллӑ сетьсенче суя информаци сараҫҫӗ

Малькевич эксперт Тутарстанри соцсетьсене ботсем йышлӑн тапӑнни ҫинчен пӗлтернӗ

Хӑш-пӗр ушкӑнӗсенче фейклӑ пост айӗнче минута 15-20 комментарий ҫырӑнма пуҫланӑ.

Анонимлӑ аккаунтсенчен саккунсӑр агитаци илсе пыраҫҫӗ: республикӑра пурӑнакансене ТР хальхи Президентне хирӗҫ сасӑлама ӳкӗтлеҫҫӗ.
Ҫакӑн ҫинчен интернетра тӗрӗс мар информацие сарассине хирӗҫ ӗҫлекен ушкӑнӑн ертӳҫи, РФ Общество палатин пайташӗ Александр Малькевич пӗлтернӗ.
Хӑйӗн Telegram-каналӗнче Малькевич ҫапларах ҫырнӑ: "Чӗркуҫҫи ҫинче ӑсиаланӑ видеороликра хальхи Президент тутарла имӗш "кам маншӑн сасӑламасть, пурне те вӗлереп" тесе калать. Темиҫе кун хушшинче кунта ботсем 5 пине яхӑн комментарий ҫырнӑ.
Ботсем тапӑннӑ аудитори 8 млн ҫынна ҫитет!"
Александр Малькевич шухӑшӗпе, хыпарсене сарма массӑллӑ спам-атакӑсем тӑвакан тӳлевӗ сервиссемпе усӑ курнӑ.
"Чылай паллӑпа – страницӑна хӑҫан тунинчен, хуҫин ятне мӗнлерех ҫырнинчен тата ытти – вӗсене пурне те виҫӗ интернет-лавккара туяннине палӑртма пулать: dream-shop.su, olimp-shop.net, retriv.biz. Ботсем мӗнлерех ӗҫленин схеми тӑрӑх кунта пӗр заказчик пулни паллӑ",– тесе палӑртнӑ эксперт.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх фейклӑ информаци саракансем хыҫӗнче республика чиккинчи системӑлла мар оппозици активисчӗсем тӑраҫҫӗ.
Федераллӑ эксперт Александр Малькевич Тутарстанри Иннополисри мобильлӗ тата стационарлӑ участоксенче пулса курнӑ, суйлава сӑнакан блогерсемпе тӗлпулнӑ.
"Тутарстан яланхи пекех сасӑлавӑн ҫӳллӗ шайне кӑтартать. Вӑл сӑнавҫӑ пулма паллӑ блогерсене явӑҫтарма шутланӑ пӗртен-пӗр регион. Мускава таврӑнсан эпӗ хамӑн ӗҫтешсене ҫак опыта сӗнетӗпех", – палӑртнӑ Малькевич.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев