Тутарстансем хӑйсен муниципалитечӗн заявкине Пӗтӗм Раҫҫейри "Манӑн ҫул" конкурсра тӗрев пама пултараҫҫӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстансем хӑйсен муниципалитечӗн заявкине Пӗтӗм Раҫҫейри "Манӑн ҫул" конкурсра тӗрев пама пултараҫҫӗ

Пилотлӑ хуласемшӗн 2020 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗччен сасӑлаҫҫӗ

Раҫҫей хулисем хушшинче "Моя дорога" конкурс пырать. Ӑна Стратегилле пуҫарусен агентстви тата Раҫҫей ҫул-йӗрӗн наукӑпа тӗпчев институчӗ пуҫарнӑ.

Конкурса хутшӑнма Хусан, Теччӗ, Пӑлхар, Мензелинск, Павлӑ, Анат Кама заявкӑсем ярса панӑ ӗнтӗ. Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе 5 муниципалитета суйласа илеҫҫӗ. Вӗсен территорийӗсенче ҫулсем проектлас халӑхсем хушшинчи практикӑсене усӑ курӗҫ, ҫав шутра велосипедистсемпе ҫуран ҫӳрекенсен ҫулӗсене те.
Финала тухнӑ муниципалитетсенче вӑл е ку вырӑншӑн актуаллӑ пулнӑ хула мобильлӗхӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Конкурса хутшӑнас тесен муниципалитетӑн 100gorodov.ru платформӑра регистрациленмелле, ун валли  https://100gorodov.ru/myroad ссылкӑпа кайса ятарлӑ формӑна тултармалла. Хулара пурӑнакансем хӑйсен муниципалитечӗн пуҫарӑвӗшӗн сасӑлаҫҫӗ.
Пилотлӑ хуласемшӗн 2020 ҫулхи декабрӗн 30-мӗшӗччен сасӑлаҫҫӗ.


Нет комментариев