Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Улах тутлă шăршăллă курăксенчен вӗретнӗ чей ӗҫнипе вӗҫленчӗ

Июлӗн 24-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хаймалу ялӗн (Çӗпрел районӗ) клуб ертӳçи Юрий Петухов «Улах каçӗ» ятлă мероприяти йӗркелесе ирттерчӗ

Мероприяти клуб умӗнче иртрӗ. Хутшăнакансенчен кашниех чăваш наци тумӗсемпеччӗ. Унта авалхи йӑла-йӗркесене кӑтартрӗҫ, мунча валли (тӗрлӗ тӗслӗ) ҫӑка, хурӑн тата юман милӗкӗсем çыхрӗç, акачăран кил-картише шӑлмалли шӑпӑр та хатӗрлерӗç. Ку ӗçсене яланах Питрав (Петравкка) кунӗ умӗн туса ирттернӗ, çавăн пекех курӑк та ҫулнă, мӗншӗн тесен Петравкка иртсен курӑк хытма пуҫланӑ. Çавасене малтанах çапса, хăйраса хунă. Курӑк ирхи сывлăмпа лайăх ҫулăннă, çавăнпа ир-ирех, пахчана е хире утă çулма тухнă.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев