Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Валентин Бурайкинăн çӗнӗ кӗнеки кун çути курчӗ

Тин çеç пичетленсе тухнăскере Валентин Михайлович чи малтан «Сувар» хаçат редакцине илсе килсе парнелерӗ. Мӗншӗн тесен унта пирӗн пӗэрремӗш редактор Владимир Данилов çинчен çырни те пур.

Тутарстан республикин тава тивӗçлӗ пичет ӗçченӗ, ТР Чăваш çыравçисен пайташӗ нумай çул Нурлтари «Туслăх» хаçатра ӗçлерӗ, халӗ тивӗçлӗ канура. «Эпир – Нурлатрисем!» ятлă кӗнеке вырăсла Хусанти «Яз» типографире писателе уйăрнă грант укçипе пичетленсе тухнă. 
Кӗнекере Нурлат районӗнчи ӗçре палăрнă çынсем – хресченсем, культура, вӗрентӳ ӗçченӗсем – çинчен очерксем, Вăрçă ветеанӗсем çинчен çырнă тӗрленчӗксем кӗнӗ. 

Ăна автор Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине халалланă. ТАССР 100 çул тултарнă, Нурлат районӗ йӗркеленнӗренпе 90çул çитнӗ тӗле ку кӗнеке калама çук лайăх парне пулчӗ. 2021 çулта Октябрь, халӗ Нурлат районӗ те хăйӗн юбилейне паллă тăвать. Кӗнекене тӗрлӗ вăхăтра çырнă вырăсла сăвăсем те кӗнӗ. Автор пурнăçӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ сăнӳкерчӗксене те пăхма кăмăллă.

Саламлатпăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев