«ВОИН» Центр курсанчӗсем валли аслă шкула вӗренме кӗме çăмăллăхсем пур
«ВОИН» Центртан вӗренсе тухакансене вӗренме кӗнӗ чухне Тутарстанăн икӗ аслă шкулӗ ППЭре пухнă балсем çумне тата балсем хушса парать. Çакнашкал аслă шкулсем Раççейӗн 13 регионӗнче пурӗ 32.
Çăмăллăхпа усă курас тесен кун пек абитуриентăн «ВОИН» Центрăн вӗренӳ программине иртнине ӗнентерекен сертификат пулмалла. «Центрта хатӗрленӳ иртнӗ курсантсен дронсемпе ӗçлес, тактика медицинин пӗрремӗш пулăшăвне парас тата ытти çар хăнăхăвӗсене илнисӗр пуçне карьера тума, малалла вӗренме майсем пур. Пирӗн программăна иртнисемшӗн чăн-чăн социаллă лифт ку. Хушма балл паракан аслă шкулсен йышӗнче 2026 çулта «ВОИН» Центрăн филиалӗ уçăлнă Инçет Хӗвелтухăç федераллă университечӗ, Мускаври Патрис Лумумба ячӗллӗ Раççей халăхсен туслăхӗн университечӗ пурри питӗ савăнтарать. Шанатăп, ку список сарăлса кăна пырӗ», – тет кун пирки «ВОИН» Центрăн правленийӗн ертӳçи, РФ Патшалăх Думин депутачӗ, Луганск Халăх Республикин Геройӗ Виктор Водолацкий.
10 балл хушса паракан Инçет Хӗвелтухăç, 3 балл хушакан Мускав университечӗсемсӗр пуçне кун пек бонуссемпе пулăшакансем Камчатка тăрăхӗнче икӗ аслă шкул (10-шар балл), Мурманск облаçӗнче пӗр аслă шкул (10 балл), Бурятире 4 аслă шкул ( 5-шер балл), Белгород облаçӗнче 6 аслă шкул (5 балччен), Донецк Халăх Республикинче 4 аслă шкул (5 балччен), Якутире 3 аслă шкул (5 балччен), Сахалин облаçӗнче пӗр аслă шкул (5 балл), Калмăкра пӗр аслă шкул ( 5 балл), Тутарстанра 2 аслă шкул (5 балччен), Чăваш Енре 3 аслă шкул ( 3 балл), Свердловск облаçӗнче 3 аслă шкул (2 балччен) пур.
Аса илтеретпӗр. «ВОИН» Центра Раççей Президенчӗн хушăвӗпе 2022 çулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче уçнă. Тӗллевӗ – Тăван çӗршыва юратакан тата хӳтӗлеме пӗлекен патриотсен çӗнӗ ăрăвне хатӗрлесси. Раççейӗн 21 регионӗнче, мӗнпур федераллă округсемпе историлле территорисенче Центрăн филиалӗсем ӗçлеççӗ паян. Шкулсемпе техникумсенче, колледжсенче, аслă шкулсенче вӗсем пӗрремӗш пулăшупа тактика медицини, вут-çулăм, тактика, инженери хатӗрлевӗ, билотсăр системăсемпе ӗçлес, çыхăну йӗркелес, выживани тата разведка енӗпе 35 тӗрлӗ вӗрентӳ программине пурнăçа кӗртеççӗ. Центр ӗçлеме тытăннăранпа унта 112 пин ытла ( 58 пинӗ 2025 çулта) çамрăк вӗренӳ иртнӗ. Вӗсемпе 400 инструктор ,çав шутра Раççей Çар снайпингӗн федерацийӗнчен, ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев