Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсем туслă-тăк, çӗршыв тӗреклӗрех пулать

Нацисен ӗçӗсемпе федераллă агентство тӗрев панипе Раççейри Чăвашсен наципе культура автономийӗ Шупашкар çывăхӗнчи «Ясна» этнокомлпексра Регионсем хушшинчи çамрăксен нумай нациллӗ форумне ирттерет

Çамрăксемпе Чăваш культура институчӗн специалисчӗсем ӗçлеççӗ, вӗсемех анлă аталану программине хатӗрленӗ.
Çамрăксене чăвашсен авалхи культурипе паллаштараççӗ. чăваш музыка инструменчӗсем тăвассипе тата руна паллисене çыхассипе мастер-классем ирттереççӗ, халăх апат-çимӗçне хатӗрлеме вӗрентеççӗ тата ытти те. 
Тӗрлӗ регионсенчен пухăннă çамрăксене Раççейри чăвашсен наципе культура автономийӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, президиум пайташӗ Владимир Тяпкин, ЧР Туслăх çурчӗн директорӗ Юрий Токмаков, азербайджансемпе узбексен диаспорисен ертӳçисем саламларӗç. 
«Кун пек тӗлпулусенче чи пӗлтерӗшли – тӗрлӗ халăх çамрăкӗсем пӗр-пӗринпе туслашни, хăйсен культурисемпе паллаштарни, çынсен йăли-йӗркисене ăнланма тăрăшни, мӗншӗн тесен вăл малашнехи пурнăçра пӗр-пӗрне хисеплесе пурăнма май парать», – терӗ Константин Малышев хăйӗн саламлă сăмахӗнче. 
Владмир Тяпкин эпир нумай нациллӗ çӗршыв пулни Раççее пуянлатни çинчен каларӗ. Ун сăмахӗсемпе, патшалăх умӗнче тăракан йывăрлăхсене общество пӗрлешсе татса памалла. Ку ӗçре çамрăксен йышӗ пӗрле пулни – чи кирли. 
Çамрăксен «Яснари» программи анлă. Вӗсем ал-ӗç ăстисемпе, художниксемпе, историксемпе, чӗлхеçӗсемпе, ташăçăсемпе, фольклористсемпе тата блогерсемпе тӗл пулса хутшăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев