Ялта ӗҫлекен те пысӑк ӗҫ укҫине тивӗҫлӗ
"Ялти вӑтам ӗҫ укҫи законпа палӑртнӑ мӗн пур нормӑсене тивӗҫтерсе тӑмалла", - палӑртнӑ ТР Президенчӗ.
Правительство Ҫуртӗнче ҫурт-йӗр тӑвасси пирки иртнӗ канашлӑва видеоҫыхӑну меслечӗпе мӗн пур район хутшӑннӑ.
Рустам Минниханов ялти вӑтам ӗҫ укҫин калӑпӑшӗ пирки ыйтӑва тепӗр хут ҫӗкленӗ. Уйрӑммӑн илсен, хӑш-пӗр ял-хуçалăх организацийӗсенче ӗҫ укҫи МРОТ-ран та пӗчӗкрех.
"Ялти вӑтам ӗҫ укҫи законпа палӑртнӑ мӗн пур нормӑсене тивӗҫтерсе тӑмалла", - палӑртнӑ ТР Президенчӗ. Вӑл Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Федераллӑ Пуху умӗнче тухса сӑмах каланӑ чухне зарплата минималлӑ ӗҫ укҫин калӑпӑшӗнчен сахалрах пулмалла марри ҫинчен асӑрхаттарнине аса илтернӗ.
Район пуҫлӑхӗсене ҫак ыйтӑва тимлӗхре тытма хушнӑ Минниханов.
Канашлура ТР Строительство министерствин ертӳҫи Фарит Ханифов Тутарстанри ҫурт-йӗр тӑвас программӑсемпе отчёт тунӑ. Февралӗн 14-мӗшӗ тӗлне республикӑра 387,2 пин тăваткал метр ҫурт-йӗре хута янӑ. Унсӑр пуҫне ТР Президенчӗн хушӑвӗпе ялти специалистсене ҫурт туса парас ыйтӑва пӑхса тухма тытӑннӑ строительсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев