Сувар

г. Казань

18+
Саламлатпăр!

Аттепе аннене мерчен туй ячӗпе чӗререн саламлатпăр!ИСАКОВСЕМ

Вӗсем икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ

  Пăва районӗнчи Ескуль ялӗнче çуралса ӳснӗ, нумай çул Ульяновскри Дачный поселокӗнче пурăнакан Петр Николаевичпа Светлана Николаевна ИСАКОВСЕМ ноябрӗн 3-мӗшӗнче пӗрле пурăнма пуçлани 30 çул çитнине паллă турӗç. Вӗсем икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ: аслин хăйӗн çемйи ӗнтӗ, кӗçӗнни вара ялан атте-анне çумӗнче, вăл хăйне евӗрлӗ ача, ăна пӗрмай тимлӗх кирлӗ. Аттепе аннене мерчен туй ячӗпе чӗререн саламлатпăр! Пӗр-пӗринпе килӗштерсе тата та нумай-нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, вăрăм кун-çул, тулли телей сунатпăр!

Ывăлӗ Никита, кинӗ Кристина,
​ мăнукӗ Лерочка.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев