Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Чи хаклă мул – анне пурри!

Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.

  Çӗпрел районӗнчи Пăрăнтăк станцийӗнче пурăнакан Надежда Николаевна КУЗЬМИНА кăрлач уйăхӗн 20-мӗшӗнче 75 çулхи юбилейне, мăшăрӗпе 55 çул пӗрле пурăннине паллă тăвать. Юратнă аннене, кукамая, асаннене, мăн кукамая сумлă юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, иксӗлми телейпе вăй-хал, вăрăм кун-çул сунатпăр.
Тавах сана ӳстернӗшӗн, тавах пире ăнланнăшăн, йывăр чухне пуçа усма паманшăн, ӗмӗтленсе çунатланма вӗрентнӗшӗн. Ан ватăл, ан чирле, аннеçӗм. Эс пирӗншӗн çутă хӗвел!
Анне кулли – хӗвел шевли,
Анне сасси – чӗкеç юрри.
Анне пулсан – тӗнче хитре,
Анне пулсан – хаваслă кун,
Анне пулсан – телей тулли,
Чи хаклă мул – анне пурри!
Мăшăрӗ, хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывăлӗпе кинӗ, мăнукӗсем тата кӗçӗн мăнукӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев