Çӗр çул иртсен те вăй-халу ан чактăр
Пурнăçпа савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх, телей, çемьере ăнланупа юрату сунатпăр
Хаклă çыннăмăра, куккана, Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминче пурăнакан Анатолий Александрович ЛЕОНТЬЕВА ноябрӗн 7-мӗшӗнче 60 çулхи юбилейне паллă тунă ятпа, çуралнă кунпа, чӗререн саламлатпăр! Пурнăçпа савăнса пурăнма ырлăх-сывлăх, телей, çемьере ăнланупа юрату сунатпăр.
Юбилейсем татах та пулччăр,
Пуçтарăнасчӗ-ха татах тăвансемпе!
Ыр кăмăлтан хисеп туса сунатпăр
Çак тӗнчери мӗнпур лайăххине.
Ачу-пăчу, çемйӳ сана юраттăр,
Мӗн пӳрнине пайлаччăр çурмалла.
Çӗр çул иртсен те вăй-халу ан чактăр –
Сывлăху çиттӗр вăрăм ӗмӗре.
Трифоновсем, Мокшинсем, çывăх тăванӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев