Нумай çул сана сунатпăр пурнăçне те телейне
Хулари чăвашлăха аталантарас ӗçре вăй-хална шеллеменшӗн пысăк тав сăмахӗ калатпăр
Çырчаллинче пурăнакан, «Чӗкеç» ансамбле нумай çул ертсе пыракан Елена Львовна КОНДЮКОВА юпа уйăхӗн 25-мӗшӗнче 55 çул тултарчӗ. Çак сумлă юбилейпе эпир ăна чӗререн саламлатпăр! Хулари чăвашлăха аталантарас ӗçре вăй-хална шеллеменшӗн пысăк тав сăмахӗ калатпăр.
Саламлатпăр! Хисеплетпӗр!
Нумай çул сана сунатпăр пурнăçне те телейне.
Ырлăх пултăр, ăна курма сывлăх пултăр.
Сывлăхне çирӗп тытма чун-чӗре ăшши ан чактăр.
Юрă хăйӗн ытамне ан васкатăр вӗçертме!
Çырчаллинчи «Чӗкеç» ансамбль.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев