Эрнелӗх гороскоп 29.10 – 04.11
УХĂÇĂСЕНЕ ку эрнере нумай интереслипе пӗлтерӗшли кӗтет. ШЫВТĂКАНСЕН ӗçре те, килте те «çанталăк» лайăх пулать.
ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрнере хăвăршăн нумай çӗннине уçатăр. Ӗçри çитӗнӳсем лайăх тӳленӗç. Харпăр тӗллевсене пурнăçлама çынсемпе усă ан курăр, пӗлсе калаçăр. Кӗркунне пуçламăшӗнче пуçланнă юрату ăнсăртран татăлма пултарать, кирлӗ вăхăтра ăслă пулса шăп тăрсан, лару-тăру майлашăнӗ. Творчествăлла плансене урăх вăхăта хăварăр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V Çак тапхăрта туйăмсем çивӗчленеççӗ, юратуллă хутшăнусем лайăх аталанаççӗ. Савние çухатас темесен хăюллăрах, пуçаруллăрах пулăр. Ӗçре хăйпе хăй йӗркеленсе пырӗ, конкурентсем те ăмсанӗç, ытларах пуçпа ӗçлеме тивӗ. Укçа-тенкӗ енчен те ăнать, тулли кăмăлпа лавккана кайма пултаратăр. Юлташсемпе канни асра юлӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Генилле шухăшлисемшӗн ăнăçлă эрне, вӗсене çăмăллăнах пурнăçлама пултаратăр. Кил хуçалăхӗпе çыхăннă ăнсăртран тăкаксем пулӗç. Документсене алă пуснă чух тимлӗ пулăр, витӗмлӗ çынсем сирӗнпе «выляма» пултараççӗ. Алылмаш юрату шыраса ăна çухатма пултаратăр. Сывлăха халăх мелӗпе çирӗплетме аван вăхăт.
РАК 22.VI – 22.VII Ку эрнере нумай ӗç тума пултарнинчен хăвăр та тӗлӗнетӗр. Вăй-хал вак-тӗвек ӗçсене те, пысăк проектсене те çитӗ. Кӗтмен лару-тăрусене пула укçа-тенкӗ проблемисене татса паратăр е кивçен илнине тавăрса парӗç. Спортпа аппаланнă чух асăрханăр. Коммерцире çитӗнӳ тума майсем пулӗç, плансене хăвăрта тытăр.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Пит тăкакланмасăрах ăнăçлă сделкăсем, контрактсем тума пултаратăр. Юратнă çын çинчен хыпар илтни чăннипех телейлӗ туйма пулăшӗ. Ӗçре улшăнусем кӗртме вăхăт мар, пур ӗçрен тытăнăр. Халăхпа ӗçлени ăнăçлă пулӗ. Çемьеллисемшӗн кирлӗ тапхăр, хутшăнусене перекетлӗр.
ХӖР 24.VIII – 23. IX Хăйсенчен опытлăрах та, ăнăçлăраххисене мала хума хăраманнисемшӗн лайăх эрне. Ăмсанни начар ен пулнине пӗлетӗр, тупăшшăн çунмасан, плансене пурнăçлатăр, вӗренӳшӗн ăнăçлă тапхăр. Ăнсăртран тӗлпулуран вӗри юрату çуралма пултарать.
ТАРАСА 24.IX – 23.X Укçа-тенкӗ, харпăр бизнес енӗпе ăнланмалла мар лару-тăрăва лекме пултаратăр. Пӗрле ӗçлекенсемпе тимлӗрех пулăр, вӗсен опычӗ сахал пулин те, сирӗн сăмаха вырăна хураççӗ. Тăвансенчен ырă хыпар илетӗр, ку еткерпе е урăх çӗре пурăнма куçассипе çыхăнма пултарать. Укçапа перекетлӗ пулăр. Шăнса пăсăлас хăрушлăх пур.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI Çăлтăрсем ӗмӗтсем пурнăçланасса, çулçӳревсемпе тӗлпулусем пуласса систереççӗ, кăштах хăвăр та улшăнатăр. Хăюлланатăр, ӗçре те, юратура та. Коммерцилле сделкăсем тума, пысăк проектсене финанслама, кредит илме аван эрне. Чун ыйтнипе ӗçлеме пултаратăр. Фитнеспа туслашни çӳхелме пулăшӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ку эрнере нумай интереслипе пӗлтерӗшли пулӗ, шалти сисӗме итлӗр. Шалти сасă «çук» тет-тӗк, çапла тăвăр, юратура та асăрханулăх кирлӗ. Отпуска кайсан та юрать. Ăнсăртран йăнăша пула юлташсен хушшинче ята ярас хăрушлăх пур. Ытлашши активлăх укçа-тенкӗ енчен сăтăр кӳме пултарать. Укçана ӗçе хывни усăллă пулӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Пӗлтерӗшлӗ тапхăр, вак-тӗвекре те тăрăшсан вăй-хал пулӗ. Кивви çинче ан тăрăр, креативлă идейăсем, урăхла шутлани профессире ӳсме пулăшӗ. Романтикăлла тӗлпулу пулӗ. Маларах пуçланнă хутшăнусемпе мӗн тумалли çинчен шутлăр. Ют çӗршыва командировкăна кайни ăнать. Сывлăха çирӗплетме, тӗрӗс апатланма тăрăшăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ӗçре те, килте те «çанталăк» лайăх пуласса систереççӗ çăлтăрсем. Урамра сивӗ пуль те, чунра çуркунне. Проектсене пурнăçланă, савнă çын çумра, укçапа проблема çук. Харпăр ӗç уçма май пулӗ, укçине конвертпах килсе парӗç. Ӗçпе нумай çӳреме тивӗ, килпе çыхăннă ыйтусене татса памалла.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Лайăх ӗçлесе коллективра авторитет çӗнсе илнисемшӗн тухăçлă эрне. Пуçлăх 100 проценчӗпех сирӗнпе кăмăллă. Малалла хӗвӗшмесӗр утăр, уйрăмах хăвалакан çук чухне. Çăлтăрсем хăвăра пăхма, гардероба çӗнетме сӗнеççӗ. Юрату çулăмӗ ăнсăртран хыпса илме пултарать. Ăслă-тăнлă пулсан юратуллă хутшăну улшăнмасăр нумая пырӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев