Нимсӗр юлас темесен кредит карттипе тирпейлӗ усă курăр
Юратнă çыннăн çитменлӗхӗсемпе лайăх енӗсене шӗкӗлчиччен хăвăра пăхăр, эсир те çылăхсăр идеал мар.
Эрнелӗх гороскоп 19.10 – 25.10
ТАКА 21.III – 20.IV
Ку эрнере вăй-хал тапса тăнипе тӗк лараймасан та плана пăхăнма тăрăшăр. Васкамасан пур ӗçе те хăвăра кирлӗ пек тăваятăр. Сирӗн пултарулăха тивӗçлипе хаклӗç. Çӗнӗ юлташ тупма май пулӗ. Харпăр пурнăçа вăрттăнлăхра тытăр, кампа, ăçта çӳренине пурин пӗлмесен те юрать. Ӗлӗкхи савни таврăнма пултарӗ. Укçапа перекетлӗ усă курăр.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ăнсăртран пулнă тӗлпулура ӗçлӗ килӗшӳ çирӗплетме май пулӗ, документсемпе тимлӗ пулăр. Ӗçри тавлашуллă ыйтăва татса пани авторитетăра ӳстерӗ. Пӗрремӗш юратупа тӗл пулни туйăмсене çӗнӗрен вăратӗ, çавах иртнине каялла тавăрма кирлӗ мар. Пуррине хаклама пӗлӗр. Нимсӗр юлас темесен кредит карттипе тирпейлӗ усă курăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Çӗнӗ идейăсемпе проектсен эрни, плансем те пурнăçланӗç. Çӗннине пуçăнасси е киввипех ӗçлесси хушшинче суйлама тивӗ. Интереслӗ паллашусем пулӗç. Эрнекун романтикăлла çулçӳреве кайни ырă туйăмсем парнелӗ. Пӗчченнисене пӗрлешме ыйтакансем пулӗç. Финанс енӗпе лайăх сӗнӳ илетӗр, пысăк укçа ӗçлесе илме шанăç пур.
РАК 22.VI – 22.VII
Пысăккине ӗмӗтленсе пуррине çухатма пултаратăр. Темиçе ӗç вырăнне пӗрне, анчах лайăх тума тăрăшăр. Плансем пӗрре пăхма çеç гениллӗ курăнӗç. Ӗçре çывăх çыннăн шухăшне те шута илӗр. Юратнă çынпа тавлашма пултаратăр, анчах вăл ырăпа вӗçленӗ. Малашлăхлă ӗçлӗ тӗлпулусем пулӗç. Эрне варринче пысăк укçа илме май пур.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере кивӗ проблемăна татса панипе пӗрле çӗнни те тупăнӗ. Лăпкăрах пулăр, ӗçтешсемпе хутшăнусене ан пăсăр. Ӗçрен пушанма пӗлӗр, унсăрăн киле таврăнма та манса каятăр. Çӗнӗ пӗлӗшпе хутшăнусем хăвăрт аталанса пыраççӗ, юратури ӗçсене ан васкатăр. Укçа енӗпе улшăнусемсӗр, хăш-пӗри çӗнӗ ӗç тупас тейӗ.
ХӖР 24.VIII – 23. IX
Сире çӗнни – çын, ӗç е урăх çӗре куçасси хӗтӗртме пултарать. Çăлтăрсем ку шанчăксăр пулассине систереççӗ. Лару-тăру килӗшмесен хăвăра улăштарма тăрăшăр, вара ытти те хăйпе хăйех улшăнӗ. Ӗçре çитӗнӳ тума чăрмав тупăнӗ. Юратнă çыннăн çитменлӗхӗсемпе лайăх енӗсене шӗкӗлчиччен хăвăра пăхăр, эсир те çылăхсăр идеал мар.
ТАРАСА 24.IX – 23.X
Творчествăри потенциал пысăк пулин те ӗçре çитӗнӳ тума пулмӗ. Пӗрле ӗçлекенсен шанчăклăхне тӗрӗслеме тӳр килӗ. Юратнă çынна илтме, ăнланма пӗлсен вăл сире чăн телей парнелӗ. Ирӗклӗх патне туртăма чакармасан ăна туллин илсе вуçех пӗччен юлма пултаратăр. Хушма тупăш çăлкуçӗ тупатăр, нумай укçапа пуçăр кăна ан çаврăнтăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Ку эрнере пысăк тупăш илсе харпăр пурнăçа улăштаракан кирлӗ те яваплă йышăну тăватăр. Кама-тăр пысăк пулăшу кӳрсе хăвăр шанчăклă та, яваплă пулнине çирӗплететӗр. Ӗмӗтленме, плансем тума ан хăрăр. Туйăмсене ан пытарăр, савнă çын та сире кăмăллать. Шăпана улăштарма вăхăт çитнӗ. Çăлтăрсем карьера енӗпе лайăх улшăну тата ӗçлӗ сӗнӳсем пуласса систереççӗ.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Ӗçри тăрăшулăха кура плансем ăнаççӗ – преми кӗтӗр. Пуçлăхсене лайăх сӗнӳ пани пысăк çитӗнӳ тума пулăшӗ. Пур енӗпе те ăнать. Романтикăлла тӗлпулу нумая пымӗ. Юратура тинех кӗвӗçӳрен хăтăлатăр. Хушма тупăш кӗтӗр, ырă улшăнусем тунтикунах пуçланӗç.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере сывлăхпа илеме тимлӗх уйăрмалла. Тунтикунпа кӗçнерникун перспективлă ӗçлӗ тӗлпулу пулма пултарать. Плансене çынна ан пӗлтерӗр, уйрăмах харпăр пурнăçпа çыхăннисене, конкурентсем çывăрмаççӗ. Юратура кӗвӗçӳ те, тавлашу та, хӗрӳ туйăмсем те пулӗç. Укçапа перекетлӗ пулăр, йӳнерех çӗре çӳрӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Иккӗленӳпе харпăр хаклавсен тапхăрӗ. Эрне пуçламăшӗнчи йывăрлăхсем ӗçре чăрмантармӗç. Çемьери ырă хутшăнусене упраса хăварма тăрăшăр, хăш-пӗр япала килӗшмесен те. Юратура ӗмӗтсен тыткăнне çакланасран асăрханăр. Мăшăрпа е савнипе хутшăнусене тӗрӗс хаклама пӗлни кирлӗ. Пуçлăха, бизнесри партнерсене идейăпа кăсăклантарайсан укçа пулӗ.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ӗçре хӗвӗшӳллӗ лару-тăру пулӗ, нумай ӗçе васкаса вӗçлеме тивет. Ӗçтешсенчен пулăшу ыйтма ан именӗр. Харпăр пурнăçра кӗвӗçӳ те, кӳренӳ те пулӗ. Калаçса килӗшме пӗлсен ăнланманлăха çийӗнчех тӳрлетме май пур. Юратнă çыннăн чӗри ирӗлӗ те эсир каллех телейлӗ пулатăр. Эрне вӗçӗнче укçа ӗçлесе илме май тупăнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев