Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Пулӑсене ҫӗнӗ тӗлпулусемпе паллашусем кӗтеҫҫӗ

  Эрнелӗх​ гороскоп 09.11 – 15.11

TАКА 21.III – 20.IV

Пурнăç çине урăхла пăхма тытăнса кивӗ стереотипсенчен хăтăлăр. Нумая тăсăлакан проектсенчен ан хăрăр. Юлташсем карьера пусмипе улăхма пулăшӗç. Ӗçтешсене пулăшăр, анчах ӗнсе çине ан лартăр. Юратнă çынпа романтикăлла тӗлпулу йӗркелӗр. Тӗрлӗ çӗртен тупăш илсе тăма май пур, анчах телефон шулӗкӗсенчен асăрханăр.​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Ӗç хыçăртан чупать, хăвăршăн та, çумришӗн те ӗçлеме тивӗ. Кăмăл кăшт пăсăлӗ, анчах пӗр ӗçе те ырана ан хăварăр. Килти проблемăсене хăвăрт татса паратăр. Юратнă çынна туйăмсен хӗрӳлӗхӗпе тӗлӗнтеретӗр. Айккинче çыхăну ан шырăр, савни е мăшăр кӗвӗçни йăлтах аркатӗ. Укçа проблемине хăвăр тӗллӗн татса парăр. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳ пулӗ.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Лару-тăрăва ан васкатăр, мӗн пулнине мӗнле пур çапла йышăнма тăрăшăр – хитрелетмесӗр. Çитӗнӳ тăвас шанăç пур. Çемье ӳсӗмӗ çинчен шутлама вăхăт. Эрне вӗçнелле чăн юратăва, харпăр телее тупма шанăç пулӗ. Эрнекун пысăк тупăш илме пултаратăр.

РАК 22.VI – 22.VII
​ Ӗмӗтленнине пурнăçлама шанăç пур та хăюлăх сахалрах. Харпăр пурнăç пирки тӗпчекене ним те ан калăр, элек сарăлӗ. Творчествăри çитӗнӗве вара ан пытарăр, чапа тухма пултаратăр. Пуçлăхпа калаçни карьерăпа ӳсме пулăшӗ. Юратнă çынпа хутшăнусем лайăхланӗç. Иккӗленӳллӗ килӗшӳсене алă ан пусăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
Ку эрнере васкамасăр пурăнма тăрăшăр, атту тем курса тăрăн. Вак-тӗвеке пула урса кайни ним аванни патне те илсе çитермӗ, алăка хупса тухса кайма ан васкăр. Юратура ан мӗскӗнленӗр, часах ку иртӗ. Пӗчченнисене малашлăхлă тӗлпулу кӗтет. Ӗçлӗ тӗлпулусемпе килӗшӳсем ăнаççӗ. Эрнекун укçа илме пултаратăр.​ ​

ХӖР 24.VIII – 23. IX
​ Чи кирлине кăна тимлӗхе илӗр. Оппонентсене итлесе пăхăр, ку лару-тăрăва тӗрӗс ăнланма пулăшӗ. Юлташсене тӗл пулни савăнтарӗ. Чи ăнăçлă кун – тунтикун, япăххи – кӗçнерникун. Юратура тӗрӗс суйлав тума тивӗ, хутшăнусене малалла тăсас тесен чăтăмлă пулмалла. Карьера тума ăнăçлă эрне. Вӗренӳшӗн укçăра ан шеллӗр. ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
​ Конкурентсемпе тупăшса пурин çинчен те манатăр, вăхăтра чарăнни кăна ăнăçăва тытса юлӗ. Яваплă ӗçе ан пуçăнăр – тимлӗх çитмӗ. Хăш-пӗрне экзамена е урăх тӗрӗслеве хатӗрленме тивӗ. Сирӗн çине пурте пăхаççӗ, анчах савние кӗвӗçме сăлтав ан парăр. Финанс енӗпе ăнăçлă тапхăр, ытларикун укçа илме шанăç пур.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
​ Ку эрнере пӗччен пулма май килмӗ – кăмăл пур пулин те. Пурне те кирлӗ пулатăр. Гениллӗ проекта пурнăçлама союзник та тупатăр, укçине те ӗçлесе илетӗр. Вырсарникун юратури туйăмсем вулкан пек пулӗç. Хăвăр та юрататăр, сире те юратаççӗ. Бизнесменсемпе юристсене финанс енчен ăнать. Кӗтнӗ укçа тинех çитет.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Пур енӗпе те аван эрне, должноçпа ӳстерессе кӗтӗр. Эрне варринче килти ӗçсене тума тăрăшăр. Эрнекун ӗçтешсемпе тирпейлӗ пулăр, ытлашшине калама пултаратăр. Юратура театрти евӗр представленисем ан тăвăр. Хăвăра тытмасан вăрçăнса та каятăр. Укçа-тенкӗпе, налогпа çыхăннă ыйтусенче тимлӗ пулăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Ку эрнере интереслӗ тӗлпулусем пулӗç, çӗнӗ хыпарсем те нумай. Кичем пулмӗ. Тӗрлӗ енлӗ пултарулăхăра çынран ан пытарăр. Юратури туйăмсем çирӗпех мар, çавăнпа тавлашуллă самантсене ан тӗкӗнӗр. Çӗнтерӗве шансан теветкелленни усăсăр пулмӗ. Канмаллисенче хаклă парнепе савăнтарӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
​ Çулçӳревсем, юлташсемпе, ӗçтешсемпе тӗлпулусем пулӗç. Шалти сасса итлӗр, ăнăçу сире хăвармӗ. Калаçма пӗлнипе нумай çынна килӗшетӗр. Ӗçре, çемьере кăлтăксем пулӗç, уйрăмах ачасемпе çыхăннă тавлашусем. Юратура та тахçанхи кӳренӗве аса илетӗр, манма тăрăшăр. Проектсене пурнăçлама спонсор тупатăр. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
​ Маларах тунă йăнăша тӳрлетме май пулӗ. Ыр кăмăллă пулнипе çынсем сирӗн пата туртăнӗç. Интереслӗ тӗлпулусемпе паллашусем кӗтӗр. Юратнă çынпа хутшăнусем питӗ илемлӗ, пӗр-пӗрне романтикăлла парне тума тăрăшăр. Укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ улшăнусемсӗр. Ачасем енӗпе тăкакланма тивӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев