Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Тепӗр эрнере пире мӗн кӗтет

Эрне варринче финанс лару-тăрăвӗ лайăх енне улшăнӗ.

  Эрнелӗх​ гороскоп 17.02 – 23.02

ТАКА 21.III – 20.IV
Эрне пуçламăшӗ профессири çитӗнӳсемпе палăрӗ. Опытлă ӗçтешӗре итлӗр, анчах ун çине кăна ан шанăр. Кулленхи ӗçсем йышланса кайӗç, вӗсене татса пама укçа шырама тивӗ. Юнкунпа кӗçнерникун чи хăюллă ӗмӗтсене пурнăçлаятăр. Ăмсанакансен каварлăхне пула укçăра тустарма пултаратăр. Ырă ятăра упрăр, эмоцисене тула ан кăларăр. Юратнă çынпа хутшăнусем çав тери аван пулӗç.​ ​ ​

ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Эрне пуçламăшӗнче ырă хыпар илме пултаратăр. Карьерăра ӳсӗм тума май пулӗ. Куçман пурлăха инвестици хывни усăллă, хăш-пӗрин кӗçех ача çураласси паллă пулӗ. Сывлăх кăна кăшт хавшанă. Канма тăрăшăр. Çынсемпе хутшăнма юратакан Вăкăра кăшт пӗччен пулни усса кайӗ. Канмаллисенче творчествăлла проектсене тимлӗх уйăрăр.​ ​ ​

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне пуçламăшӗнче вак-тӗвек ӗçсене тума тăрăшăр. Пысăк проектсем шанса паманшăн ан хуйхăрăр. Малтан опыт пуçтарăр. Вар-хырăм аптратма пултарӗ, çавăнпа апат рационне пăхса тухăр. Шăнса пăсăласран асăрханăр. Юратнă çынпа хутшăнусем савăнтарӗç. Мăшăрланма аван вăхăт.

РАК 22.VI – 22.VII
Тунтикунранах сывлăхăра тимлӗхе илӗр. Иммунитета ӳстерекен процедурăсем тăвăр. Пӗлнӗ тухтăрсемпе специалистсем патне кăна çӳрӗр. Эрне варринче командировкăна ан кайăр, çул ăнмӗ. Лавккасем тăрăх çӳренӗ чух вăрăсемпе шулӗксенчен асăрханăр, сумкăра хупă тытăр. Юратнă çынпа хутшăнусене лайăхлатма тăрăшăр, савние е мăшăра парне тума ан манăр.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII
​ Эрне пуçламăшӗнче тахçантанпа курман юлташăрсене тӗл пулаятăр. Пӗчченлӗхре пурăнса йăлăхнисен тинех пурнăçӗ лайăх енне улшăнӗ. Тăванăрсемпе пур-çукшăн ан вăрçăнăр. Сывлăх аптратмӗ. Эрне вӗçӗнче кулленхи кунри тата укçа-тенкӗ ыйтăвӗсемпе ӗçлӗр. Çын туса парасса ан кӗтӗр, хăвăр вăя кăна шанăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX
Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çивӗчлетес темесен лавккасем тăрăх ан çӳрӗр. Туслăха е романтикăлла хутшăнусене çӗнӗрен тавăрни кăмăла çӗклӗ. Ӗçлӗ калаçусене эрне варринче ирттерӗр. Командировкăна каякансен апат енӗпе тимлӗ пулмалла. Ӗçре дипломат рольне «выляма» тивӗ. Канмаллисенче интереслӗ çынпа паллашма май пулӗ.​ ​

ТАРАСА 24.IX – 23.X
Эрнене спорт тренировкисенчен пуçлăр. Ӗçре йăлт ăнса пырӗ. Консервативлă пулни ӗçре те, харпăр пурнăçра та телей тупма пулăшӗ. Туйăмсене мала хурăр, эсир робот мар-çке. Кăткăс ыйтусене тавлашса татса параймăр, килӗштерӗр. Юратура çӗнӗлӗх çитмест, ăна мăшăрăрпа е савнийӗрпе пӗрле шутлăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Тусăрпа е мăшăрăрпа тӳрӗ пулмасан çак хутшăнусем вӗçленме те пултараççӗ. Плансене пурнăçлас тесен васкама тивет. Эрне варринче финанс лару-тăрăвӗ лайăх енне улшăнӗ. Ӗçре хăвăра мăнкăмăллă ан тытăр. Канмаллисене культура мероприятине хутшăнса ирттерӗр.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсенче йăнăшас темесен пысăк вăй хума тивет. Шалти сисӗме итлекенсем кăна çак тапхăра çухатусемсӗр чăтса ирттерӗç. Юнкунпа кӗçнерникун шала кайнă чирсене сиплеме пуçлăр. Çак кунсенче пуçӗпех романтикăлла туйăмсене е тӗн практикине кӗрсе кайма пултаратăр. Эрне вӗçӗнче чуна уçса калаçас килӗ.

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
​ Эрнене творчествăлла проектсенчен пуçлăр, килпе çыхăннă проблемăсене татса пама тăрăшăр. Таврари çынсен хăтланăвӗсене курмăш пулăр, унсăрăн начар эмоцисенчен хăтăлаймăр. Ӗçпе çыхăннă ыйтусене пурнăçлама йывăра килӗ. Канмаллисенче вăйлă проектсем çинчен шутлама тытăнăр. Вӗсене пурнăçлама авторитетлă юлташăр пулăшӗ. Юратури хутшăнусем кăшт кичемрех.
​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​ ​
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II
Эрне юратури хӗрӳллӗ туйăмсенчен пуçланӗ. Ытти енӗпе те пурнăçа тӗпрен улăштарас килӗ, анчах васкамалла мар. Юн системин пусăмне йӗркелекен процедурăсем тумалла. Савнă тус е мăшăр кӗтмен сюрприз тăвӗ, килӗшмесен те ан кăтартăр. Ӗçри йывăрлăхсене çăмăллăнах сирсе яратăр. ​

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III
Ку эрне пысăк проектсем пуçлама аван, анчах йывăрлăхсемпе тӗл пулсанах пăрахас килӗ. Ку чухне хăвăра чи кирли çинчен тепӗр хут тарăн шутлăр. Эрне варринче пултарулăхăра туллин кăтартма май пулӗ. Тăванăрсемпе асăрханса калаçăр, йӗплӗ сăмахпа ан кӳрентерӗр. Харпăр пурнăçа çирӗп контроле илӗр, шăпа малашлăхӗ хăвăртан çеç килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев