Вӑкӑр ҫулталӑкӗнче кама ытларах ӑнать
Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать
2021 çул çăмăл пулать теме çук, анчах та 2020-мӗш пек йывăр та пулмӗ. Инçетри планетăсем (Сатурн, Юпитер тата Плутон) Ту Качаки паллинче пӗрлешни пӗлтӗр пандемирен пуçласа çӗршывсенчи политика лару-тăрăвӗ çивӗчленесси патне илсе çитерчӗ. Çак лару-тăру, астрологсем каланă тăрăх, кăçал хӗлле йӗркене кӗме тивӗç.
Китай календарӗпе 2021 çул – Шурă Вăкăр çулӗ. Вăл вăй палли, анчах та чылай чухне хăйӗн пурнăçӗшӗн хăй хуçа мар. Кăçал пурин те хамăр вăя шанса нумай ӗçлеме тивет. Çӗре пӗлсе ӗçлесен вăл пысăк тухăç парӗ 2021 çулта. Этемлӗхӗн çак çул малалла сулмаклă утăмпа ярса пусма шанăç пысăк, технологисен аталанăвӗнче те палăрмалла çитӗнӳсем пулӗç, хăватлă социаллă программăсем ӗçлесе кайӗç.
ТАКА 21.III-19.IV
Такашăн 2021 çул питӗ ăнăçлă пулма тивӗç. Çак паллăпа çуралнисем йывăрлăхсен умӗнче пуç усма хăнăхман, хăйсене çирӗп шанаççӗ, ума лартнă тӗллеврен пăрăнмаççӗ. Çине тăракан, ӗçчен Вăкăр Такашăн чее те япăлти Йӗкехӳререн çывăхрах, çавăнпа та палăртнине пурнăçлама кăçал çăмăлтарах пулӗ. Ăнăçу яланах çумра пултăр тесен вара Такана малашлăха витӗр куракан шанчăклă юлташ, канашçă кирлӗ. 2021 çул лăпкă пулӗ тесе калама çук, паллах. Харпăр пурнăçра та, ӗçре те кӗтменлӗхсем нумай пулаççӗ. Хăвăра алăра тытсан, çынпа калаçнă чух шухăшласа калаçсан йăлтах йӗркеллӗ пулать. Астрологсем Такана 2021 çулта хăюллă, пуçаруллă, анчах та асăрхануллă пулма сӗнеççӗ. Чи кăткăсси ку çул сирӗншӗн Шурă Вăкăр илсе килекен çӗнӗлӗхсене йышăнасси пулӗ.
ВĂКĂР 20.IV-20.V
2021 çулта Вăкăр хăйне питӗ аван туйӗ. Планласа хунă пекех ума лартнă тӗллев патне васкамасăр, анчах та çирӗппӗн утатăр. Кăçал сире çитӗнӳ тума çак пахалăхсем пулăшӗç: сапăрлăх, çынсемпе килӗштерме, икӗ еншӗн те усăллă ӗçлеме пӗлни. Тӗпрен илсен, эсир пӗлтӗр пуçланă ӗçсенех малалла тăсатăр. Ăнăçу чăтăмлăхпа ӗçченлӗхрен тӳрреммӗн килет. Вăкăр паллипе çуралнисем çӗнӗлӗхе хăвăрт хăнăхнине шута илсен, эсир çемьере те, ӗçре те лидер пулатăр. Апла-тăк сирӗншӗн 2021 çул – нумай майсен çулталăкӗ, вӗсене пурнăçа кӗртме вара сире никам та кансӗрлеймӗ. Ӗмӗтленӗр – ӗмӗтсем пурнăçланаççӗ.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Йӗкӗрешсем кичемленсе ларма юратмаççӗ. Ку çулта сире çак енчен ăнать – тунсăхлама тӳр килмӗ. Питӗ нумай интереслӗ те асра юлакан пулăм кӗтет. Ăнăçăвăн вăрттăнлăхӗ – вăя кирлӗ çӗре ямалла. Хăш чухне килти тата ӗçри пӗтме пӗлмен ӗçсене вăхăтлăха пăрахсах чи-чи пӗлтерӗшли çине тимлӗх уйăрмалла. Çулталăк хуçи – Шурă Вăкăр – Йӗкӗрешсен çăмăлттайлăхне ырламасть, паллах, çавăнпа та тӗплӗн шухăшламасăр тăвакан ӗçсем çав тери ăнаççӗ теме çук. Пурнăçри улшăнусенчен 2021 çулта çӗнӗ вырăна пурăнма куçни кăна ăнăçлă пулать. Ку çул ытларах команда çине мар, хăвăр çине шанма тивет.
РАК 22.VI-22.VII
Рака кризислă 2020 çул хыççăн «тăна кӗрсе çитме» нумай вăхăт кирлӗ пулать. Иккӗленӳ туйăмӗ чылайччен чăрмантарӗ-ха сире. Анчах та кулянма кирлӗ мар: кăçал пӗлтӗрхи пек пысăк кӗтменлӗхсем пулмӗç, ӗç-пуç майӗпен, хăй майӗпе аталанса пырӗ. 2021 çула çăмăл çул теме çук, паллах: Вăкăр вăл хăй те нумай тар тăкать, ыттисенчен те çавна ыйтать. Енчен те Рак алă усса лармасть-тӗк, карьерăра та, укçа-тенкӗ енчен те ăнăçу кӗтет. Ку чухне вырăссен: «Тихо едешь, дальше будешь», – текен каларăшне асра тытмалла. Ку вӗренме, çӗнӗ профессие алла илме, ӗçтешсен умӗнче авторитет çӗнсе илме ăнăçлă.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
2021 çул сирӗншӗн чăн-чăн начар та мар, лайăх та мар пулать темелле. Арăслана çулталăк хуçипе пӗр чӗлхе тупма кăткăсрах – лешӗ унăн теветкеллӗхӗпе çиллес кăмăлне килӗштермест. Çиллине шăнарайсан Арăслан хăй шутлама та пултарайман çӗрте аталанма майсем тупӗ. Пысăк укçах шантармасан та, Шурă Вăкăр сире выçă лартмӗ, сирӗн тăванăрсене пулăшма та майсем çителӗклех пулӗç. Астрологсем асăрхаттараççӗ: 2021 çулта Арăслан-ертӳçӗсене пуçлăх вырăнне упраса хăварма йывăртарах пулать. Юласах тесен ертсе пырас меслетсене тӗпрен улăштарма тивӗ. Астрологсем Арăслана пӗлтӗр пуçланă, анчах вӗçне çитереймен ӗçсене малалла тăсма сӗнеççӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Хӗршӗн Шурă Вăкăр çулӗ тухăçлă та ăнăçлă иртет. Анчах та хăвăр пурнăçри кашни пулăмшăн тулли явап тытма тивет. Хăвăрăн ăнăçсăрлăхсемшӗн ыттисене айăплама чарăнмалла, ачаран юлнă кӳренӳсене пуçран кăларса пăрахмалла. Ним те тумасăр алă усса ларсан кайран ӳкӗнме пултаратăр. Çавăнпа та тӗллев лартмалла та ăна хăвăр вăйăрпах, никам çине те шанмасăр, пурнăçламалла – çавăн чух вара ăнăçу та ялан сирӗнпе пӗрле пулӗ. Çулталăк хуçи Йӗкехӳре пирӗн пурнăçа кӗртнӗ çӗнӗлӗхсене малалла аталантарасшăн, Хӗр вара киввине – хăнăхнине – манасшăн мар. Çавăнпа та нумай вăй хума тивӗ. Тăрăшни сая каймӗ. Мӗн пултарнине кăтартма ан хăрăр, хăвăра ан шеллӗр, хăвăра та, ыттисене те ан улталăр – вара тин мӗн кӗтни пӗтӗмпех пулӗ сирӗн.
ТАРАСА 23.IX-22.X
Чăн пурнăçран «аяккарах тăракан» Тарасана Вăкăр çулӗнче çăмăлах пулмасть – нумай ӗçлеме тивет. Унччен тӗрлӗ çăлкуçсенчен çăмăл укçа кӗрсех тăнă пулсан, кăçал хăвăр вăйпа ӗçлесе илнипех çырлахма тивет. Çак схема укçа-тенкӗпе çыхăннă лару-тăрура çеç те мар, хутшăнусенче те çаплах: текех сире çынсем илемлӗ куçăршăн кăна юратмӗç, çителӗклӗ тимлӗх ыйтӗç. Тӗпрен илсен, 2021 çулта Тарасан тăнăçлăх пирки ӗмӗтленмелле те мар, çавăнпах «кахал» йăласемпе сывпуллашма тивет. Сирӗн те пӗлтӗр пуçланă ӗçсене малалла тăсмалла ку çул. Тем тесен те Тарасан 2021 çулхи гороскопне хурлама кирлех мар. Тăрăшсан, çӗнӗ лару-тăрура хăвăрт хăнăхсан ӗмӗтленнине пурнăçлама пӗтӗм май пулать кăçал.
СКОРПИОН 23.X-21.XI
Скорпион çулталăк хуçипе пӗр шухăшлă. Вăйлă, çине тăракан, ӗçченскерсем вӗсем пӗр чӗлхе тупаççех. 2021 çулта Скорпион чи ăнăçуллă паллăсенчен пӗри темелле. Бизнесра, карьерăра ăнăçу кӗтет, халăхра та ырă ят илетӗр. Харпăр пурнăçра вара проблемăсем сиксе тухма пултараççӗ. Вăкăр вӗт çемьене хака хурать, Скорпион вара нумай чухне хăйӗн интересӗсене мала кăларать. Ăнăçу кăçал пӗлтӗрхи пулăмсенчен нумай килет: енчен те эсир 2020 çулта Йӗкехӳре кӳнӗ условисенче пурăнма вӗренсе çитнӗ пулсан, ку çул та аптрамăр. Сирӗн çумра халь хавхалантаракан, тӗрев паракан çын пулсан аван. Мӗн чухлӗ нумайрах вăй хуратăр, çавăн чухлӗ ытларах илетӗр пурнăçран.
УХĂÇĂ 22.XI-21.XII
Ухăçа кăçал сулмаклăх çитмӗ. Анчах та Шурă Вăкăр ăна «рамкăра» тытса шухăшламан утăмсенчен упрать. «Ирӗк панă пулсан тата та ытларах тума пултараттăмччӗ» текен шухăш Ухăçăн пуçне пӗрре мар кӗрӗ-ха та, çапах та астрологсем лăпланма сӗнеççӗ: сире ахаль те ыттисенчен ытларах ăнать кăçал. Çулталăк хуçи кӗтмен çӗртен пӗтӗмпех улăштарнине ырламасть: ӗçе те, савние те улăштармалла мар, пуррипех çырлахмалла, хутшăнусене малалла аталантармалла. Укçа, пӗлӳ пухмалла. Вăкăр хăй пек ӗçченсене килӗштерет, çавăнпа та çăмăл çулсем шырамалла мар: яланах тӳрӗ çулпа утмалла, каскăнсене аванни кӗтмест. Таса чунпа ӗçлесен йăлтах йӗркеллӗ пулӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-19.I
Ту Качакине Вăкăр килӗштерет: вӗсем иккӗш те «пӗлӗтсем çинче вӗçмеççӗ», пур утăма та тӗплӗ шухăшласа тăваççӗ. Çапах та çакă çулталăк хуçине сире тӗрӗслеме чармасть: ахăртнех вăл эсир çав тери чăтăмлă пулнине пӗлет. 2021 çулта Ту Качаки конкуренци лару-тăрăвне лекме пултарать– е бизнесра, е карьерăра, е юратура. Унăн хăй камран-тăр лайăхрах пулнине ӗнентерме тивет. Суйласа илнӗ ӗç сире кирлипе кирлӗ марри вара шăпах кăçал паллă пулӗ. Çемьере те çак лару-тăрăвах: упраса хăвармалла-и ăна е уйрăлмалла? Вăкăр, паллах, çемье пурнăçне мала хурать, анчах та вăл перспективлă пулсан çеç. Астрологсем Ту Качаки кăçал юратупа çывăх çынсен ăшшине хаклама вӗренет тесе шантараççӗ. Апла-тăк 2021 çул сирӗншӗн – килӗшӳлӗх шыравӗн çулӗ.
ШЫВТĂКАН 20.I- 18.II
Шывтăканпа Вăкăр хутшăнăвӗсем пирки çăмăл тесе калама çук. Вăкăрăн йывăр кăмăлӗ Шывтăканăн çăмăл характерӗнчен тӗпрен уйрăлса тăрать. Çавăнпа та эсир çулталăк тăршшӗпех хăвăра кам-тăр (лару-тăру, пуçлăх, тăвансем...) пусарнине туйăр. Пурнăçра мӗн-тӗр улăштарма çăмăл пулмасть. Мӗн-тӗр килӗшмерӗ-тӗк, унчченхи пек çăмăллăн тарма май пулмӗ кăçал, лару-тăру пирки пуç тавра тӗплӗн шутласа пӗтӗм ыйтăва татса памалла пулӗ. Вăкăр йышăну тума пӗлекенсене, хăйӗн вăйне шанакансене юратать. Мӗнле пулсан та ан парăнăр – вара çулталăк вӗçне нумай сехӗрленӳрен хăтăлăр, хăвăрăн вăйăра туйса илӗр.
ПУЛĂСЕМ 19.II-20.III
2021 çул Пулăсемшӗн, тӗпрен илсен, улшăнусемсӗр пулать темелле. Мӗн-тӗр çӗнни пурнăçа кӗрессе кӗтмелле мар ку чух – харпăр пурнăçра та, ӗçре те яланхи пек. Çулталăк хуçи сире тӗп рольсене парасшăнах мар: сирӗн лăпкă кăмăла ăнланасшăнах мар вăл. Хăш чух вăл сирӗн пирки маннă пекех туйăнма пултарать. Анчах хăйне «асăрхаманни» Пулăсемшӗн, тен, тата лайăхрах-тăр та. Сире кăçал витӗмлӗ çын пулăшăвӗпе савăнтарать Шурă Вăкăр. Çав пулăшăва йышăнассипе йышăнмасси вара сирӗн ирӗк. Тӗпрен илсен çулталăк гороскопӗ сирӗншӗн япăх мар – кăмăл пулсан эсир пур шанăçпа та усă курма пултаратăр. Енчен те сире хăвăрăн пурнăçăр пӗтӗмпех килӗшет, нимӗн те улăштарас килмест-тӗк – лăпкă тапхăрпа киленӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев