Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Вӑкӑрсен руль умне сахалрах лармалла

Эрнен иккӗмӗш çурринче кăмăл-туйăм çӗкленӗ

 Эрнелӗх гороскоп 20.07 – 26.07

​ ТАКА 21.III–20.IV
Эрне пуçламăшӗ Такашăн кăшт хӗвӗшӳллӗрех пулать. Ӗçри тата килти пӗтӗм ӗçе пурнăçлама та ӗлкӗрейместӗр пек те туйăнма пултарать. Уйрăмах вӗçленсе пыракан проектсем енӗпе кăткăсрах. Эрнен иккӗмӗш çурринче лăпкăрах, çемьери хутшăнусем те килӗшӳпе тулӗç. Пушă вăхăт ытларах пулать, ăна хăвăр мӗнле ирттерес тетӗр, çавăн пек ирттерме пултаратăр. Талантăр валли çулсем уçăлаççӗ. Юратнă ӗç ăнать.

ВĂКĂР 21.IV–21.V
Эрне пуçламăшӗнче Вăкăрсен руль умне сайрарах ларма тăрăшмалла: çула тухсан е машинăр ванма пултарать, е штраф пама пултараççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче кăмăл-туйăм çӗкленӗ. Çынсемпе пӗр чӗлхе тупма çăмăл пулать, эсир вӗсене никамран лайăхрах ăнланатăр халь. Халӗ тахçан урлă пулнă çынсемпе мирлешме çав тери аван тапхăр. Ку эрнере мӗнле-тӗр мероприяти йӗркелеме, хăнасене йышăнма та тӳр килет.
​ ЙӖКӖРЕШСЕМ 22.V–21.VI
Йӗкӗрешсен укçа-тенкӗ енчен йывăрлăхсем сиксе тухаççӗ, тăкаксем нумай. Ку кунсенче пысăк япала туянма тăхтаса тăрсан аванрах. Илес тенине эрне вӗçнелле илмелле. Эрнен иккӗмӗш çурринче финанс лару-тăрăвӗ самай лайăхланӗ, карьера пусмипе ӳсме шанăç пулать. Таврари çынсемпе хутшăнусем хăвăрт аталанаççӗ: эсир паллă, пысăк витӗмлӗ çынсемпе паллашма та пултаратăр. Хутшăнусем, çул çӳрев, вӗренӳ – йăлтах ăнать.

РАК 22.VI–22.VII
Партнерсене критиклеме тăхтамалла. Сирӗн вӗсене «тустарма»​ çителӗклӗ сăлтав пулсан та хăвăр кăмăлсăрлăхăра кăтартма ан тăрăшăр. Эрнен иккӗмӗш çурринче мăшăрăрпа хутшăнусем лайăхланаççӗ. Укçа-тенкӗ тӗлӗшпе те йăлт аван, çакă уйрăмах кăмăла çӗклет. Пысăк япала туянма ăнăçлă вăхăт. Вăй-хал потенциалӗ ӳсет, нумай ӗçлесен те ывăннине туймăр. Çӗннине вӗренме, çул çӳреме ăнăçлă тапхăр.

АРĂСЛАН 23.VII–23.VIII
Официаллă мар тӗпчевпе аппаланмалла мар. Никампа та вăрçса-харкашса ан çӳрӗр, унсăрăн вăрттăн тăшмансем йышланӗç. Эрне вӗçнелле кăмăл-туйăм самай лайăхланать. Çӗнӗ ӗç пуçлама аван вăхăт. Ӗç малалла каясси халь шăпах хăвăртан килет. Хăвăрпа пӗрле ырă ӗç тума ытти çынсене те явăçтарăр.

ХӖР 24.VIII–22.IX
Эрне пуçламăшӗнче вăйă клубӗсене çӳремелле мар, пысăк компанисемпе те явăçмалла мар. Эрнен иккӗмӗш çурринче çынсемпе хутшăнусем лайăхланаççӗ. Ӗçлӗ çыхăнусенче партнерсемпе пӗрлехи чикӗсем анлăланаççӗ, çӗнӗ çынсем хутшăнса çӗнӗ вăркăш кӗртме пултараççӗ. Çавăн пекех ку вăхăт пӗччен пулма, чиркӗве е мăнастире кайса килме аван.

ТАРАСА 23.IX–22.X
Эрне пуçламăшӗнче профессипе тата çемьепе çыхăннă ӗçсем йышлă пулаççӗ. Ку чухне пӗтӗм ӗçе пӗр харăс мар, майӗпен, пӗрин хыççăн теприне пурнăçласа пыни тӗрӗс пулӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче лартнă тӗллеве пурнăçлама самай çăмăлрах. Сюрпризсем те кӗтеççӗ сире: тен, пысăк преми парӗç е лотерейăра выляса илӗр. Фортуна халӗ сирӗн майлă. Çӗнӗ паллашусемпе юлташла çыхăнусемшӗн аван тапхăр.
​ СКОРПИОН 23.X–21.XI
Инçе çула тухмасан лайăхрах пулӗ эрнен малтанхи кунӗсенче. Енчен те тунтикун е ытларикун сирӗн аякка каймаллах-тăк, документсемпе тимлӗ пулăр – çухатас хăрушлăх пысăк. Эрне вӗçӗ карьерăшăн аван. Пысăкрах должность пирки ӗмӗтленетӗр-тӗк – халӗ ăнăçлă вăхăт. Сире комплимент тăвакансем йышланаççӗ. Сывлăхăра тимлӗхре тытмалла.

УХĂÇĂ 22.XI–21.XII
Чикӗ леш енне укçа куçармалла мар. Электронлă тӳлев системипе питӗ асăрхануллă пулмалла ку тапхăрта – укçа çухатас хăрушлăх пур. Романтикăлла хутшăнусемшӗн ытла лайăхах мар тапхăр халӗ: юратнă çынна кӳрентерсе унпа уйрăлма та пултаратăр. Ку эрнере çул çӳреме, вӗренме ăнăçлă вăхăт. Канма кайса курса çӳрени нумай савăнăç кӳрет.

ТУ КАЧАКИ 22.XII–20.I
Партнерпа хирӗçӳсем сиксе тухма пултараççӗ. Кашни хăйӗн сăмахӗ çине тăма тăрăшӗ. Компромисс тупма пӗлни халӗ çав тери пӗлтерӗшлӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче килте е дачăра пысăк юсав ӗçӗсем тумалла мар – çемьепе килӗштерсе ӗçлесси курăнмасть. Çӗнӗ çынсемпе паллашма, пӗлӳ илме ăнăçлă вăхăт.

ШЫВТĂКАН 21.I–19.II
Сывлăхпа тимлӗ пулмалла, тӗрӗс апатланмалла. Апата çиес умӗн унăн юрăхлăх вăхăтне тӗрӗслеме ан манăр – ку вăхăтра вар-хырăм чирӗсем йышлă. Эрнен иккӗмӗш çурринче мăшăрăр уйрăмах тимлӗх уйăрса савăнтарӗ. Туй тума лайăх тапхăр халь. Ӗçлӗ хутшăнусем çирӗпленеççӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II–20.III
Юратнă çынсемпе чăтăмлăрах пулмалла, вӗсене сирӗн тимлӗхӗр кирлӗ. Уйрăмах – ачасене. Эрне вӗçнелле хăвăра çав тери аван туйма пуçлатăр, вăй-хал потенциалӗ çирӗпленет. Хуть мӗн чухлӗ ӗçлесен те ывăннине туймăр. Фитнес-клуба, бассейна е тренажер залне çӳрени канăçлăх кӳрет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев