Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Юратура ăнсах каймасть

Ку эрнере çăлтăрсем юратура пит ăнсах кайманнине систереççӗ. Пӗр паллăна кăна та мар, гороскопăн кашни паллине. Çавăнпа тимлӗ пулăр, сăлтавсăрах пӗр-пӗрне ан кӳрентерӗр. Мӗн кӗтет-ха пире çырла пиçнӗ вăхăтра? Ăна рубрикăна тӗплӗн вуланă хыççăн пӗлме пултаратăр.

Така 21.III – 20.IV

Ку эрнере ӗçлӗ килӗшӳ тумалла мар, çӗнӗ проект ан пуçлăр. Тавлашусене ан хутшăнăр. Хăвăра çӗнӗ ӗçре тӗрӗслесе пăхăр. Çӗнӗ, интереслӗ информаци илетӗр. Хăш-пӗри нумай шутланă хыççăн харпăр пурнăç енӗпе йышăну тăвӗ. Канмаллисенче пур енӗпе те ăнать. Пӗчченнисене юратни çинчен пӗлтерӗç. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Профессие улшăнусем кӗртсе çитӗнӳ тумалли эрне. Чи кирлине суйлама пӗлӗр.  Ӗçтешсемпе хутшăнусем пăсăлма пултараççӗ, пӗр ахаль ан вăрçăнăр. Искусствăпа ӗçлекенсем палăрма пултараççӗ. Юратушăн та пӗлтерӗшлӗ тапхăр, тӗлпулусемпе паллашусем пурнăçăра тӗпрен улăштарма пултараççӗ. Укçăра перекетлӗр.

ЙӖКӖРЕШсем 21.V – 21.VI

Конфликтлă лару-тăрусенчен пăрăнма тăрăшăр. Тăванăрсенчен мӗн-тӗр ыйтнă чух тарăхнипе тӗл пулма тивӗ. Патшалăх службисене, тӗрлӗ инстанцисене çӳрени ăнать. Проблемăсене татса пама май тупăнӗ. Ӗçре йăнăшасси хăратать, çавăнпа тимлӗ пулăр. Юратнă çынпа вăрçăнасран асăрханăр. 

Рак 22.VI – 22.VII

Кăмăл сӳрӗк пулнипе ӗçлес килмӗ, мӗнех, канса ярăр. Кайран лайăхрах та ӗçлетӗр. Тӗрлӗ сăлтавпа палăртнă тӗлпулусем пулмаççӗ. Çул çинче тимлӗхе ан çухатăр. Эрне варри бизнесменсемпе карьерăшăн çунакансемшӗн, контрактсем çырма ăнăçлă. Çывăх çынсемпе хирӗçес темесен эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.

АрĂСЛан 23.VII – 23.VIII

 Сирӗн айăппа пулман вак-тӗвеке шута ан илӗр. Вăхăт çитменнипе плансем татăлаççӗ. Килтисемпе, юратнă çынпа вăрçăнас сăлтав тупăнать. Ӗçлӗ калаçусем пурнăçланмасса пултарӗç. Ку эрнере мăшăрланма, романтикăлла хутшăнусем пуçлама юрамасть. Канмаллисенче хăнана кайни кăмăла уçма пулăшӗ.   

ХӖр 24.VIII – 23. IX

 Ку эрнере чи кăткăс ӗçсене пурнăçлама, кирлӗ тӗлпулусене йӗркелеме май пулӗ. Чăкăлтăш ӗçсем йышланаççӗ, кунсем пӗр евӗр пулни йăлăхтарӗ. Сăлтав çук çӗрте тавлашусем сиксе тухӗç. Ӗçлесе илнине çийӗнчех пӗтерсе ярас мар тесен перекетлеме пӗлӗр. Шăпаллă тӗлпулу юратăва куçма пултарӗ.

ТАраса 24.IX – 23.X

Çемçелсе юхăм май ишмелле мар, йăлт контрольте тытăр. Эрне ырă пулăмран е романтикăлла тӗлпулуран пуçланӗ. Арлă-арăмлисен хутшăнăвӗсем те лайăх, мăшăр сюрприз та тăвӗ. Юратнă çын пулăшма хатӗр. Ӗçлесе илес тӗллевпе çӗнӗ майсем шырама тивӗ. Творчествăри ӗçсем ăнаççӗ. 

Скорпион 24.X – 22.XI

Çӗнӗ ӗç пуçлама, творчествăлла пултарулăха уçма меллӗ тапхăр. Юратнă ӗçе тимлӗх уйăрăр. Çывăх çынсемпе ан хирӗçӗр, çилленсе уйрăлма пултаратăр. Ку савнисене те пырса тивет. Пӗчченнисен мăшăр тупас шанăç пысăк. Канмаллисенче килти ӗçсене тума тивет, кайран кансан та юрать.  

УхĂÇĂ 23.XI – 21.XII

Хăвăрăн шухăшсене çывăх çынсене те ан пӗлтерӗр, сăмах сарăлӗ те унпа сире хирӗç усă курӗç. Нумай шантаракана ан шанăр. Финанс ыйтăвӗсене тимлӗх уйăрăр. Ӗçсемпе чупма тивӗ, пуçлăх та васкатӗ. Тăвансемпе, юратнă çынпа вăрçăнма пултаратăр. Ку чухне ăçта та пулин тухса кайни усăллăрах. Çӗнӗ паллашусем пулӗç.

Ту ка­чаки 22.XII – 20.I

Çӗнӗ ӗç пуçлама, документсене алă пусма ан васкăр. Кӗтмен çӗртен укçа илетӗр, шута илмен тăкаксем те пулӗç. Карьера енӗпе ырă хыпар кӗтӗр. Чи кирли – наянланмалла мар. Юратушăн, сывлăха çирӗплетме вара çав тери лайăх эрне. Пӗчченнисем мăшăр тупӗç.

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II

Ку эрнере кăмăл ыйтнине тивӗçтерме тăрăшăр. Шалти туйăм кирлӗ çулпа илсе кайӗ. Çывăх çынсем савăнтарӗç. Çӗнӗ проект пуçлама, туй туса пӗрлешме аван вăхăт. Финанс лару-тăрăвӗ çирӗпленӗ, карьера  енӗпе ӳсме май пулӗ. Ӗçлӗ килӗшӳсем ăнаççӗ. Юратнă çынпа хутшăнусем питӗ аван.

ПулĂсем 21.II – 20.III

Ку эрнере питӗ асăрхануллă пулмалла, çул çинче е килте ыраттарма пултаратăр. Пуш хыпарсемпе калаçусем йышланӗç. Пурнăçăра тӗпрен улăштарма хатӗрленӗр. Карьера тăвакансемпе бизнесменсем тахçан ӗмӗтленнине пурнăçлама пултараççӗ. Пӗчченнисен харпăр пурнăçӗнче улшăнусем пулӗç, малашлăхлă тӗлпулусем кӗтӗр. Канмаллисенче укçа илетӗр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп