30 градус сивӗ пулсан ачасем вӗренмеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

30 градус сивӗ пулсан ачасем вӗренмеççӗ

Январӗн 7–10-мӗшӗсенче Тутарстанра çанталăк çӗрле – 25-32, вырăн-вырăнпа – 37 градус таранах сивӗтнине кура ТР Вӗрентӳпе наука министерстви вӗрентӳ учрежденийӗсенче вăхăтлăха ачасем вӗренменнине хыпарлать.

Çапла вара çанталăк – 23 градус сивӗ пулсан ялти шкулсенче пуçламăш классем, – 25 градус пулсан хула шкулӗсенче пуçламăш классем, ял шкулӗсенче 5-9-мӗш классем вӗренмеççӗ. Енчен те термометр  – 30 градуса ансан ялти шкулсенчи аслă классем, – 32-е ансан хулари шкулсенчи аслă классем шкула каймалла мар.


общество

Нет комментариев