5 МИЛЛИОН ТОННА!
Атня, Нурлат, Балтаси, Кукмор, Тури Услон районӗсем тырçие вӗçленӗ
Тутарстан çӗр ӗçченӗсем сентябрӗн 6-мӗшӗ тӗлне 5 миллион тонна тырра пухса кӗртнине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби. Республикăра 1357 пин гектарти тырра вырнă. Пӗтӗмӗшле лаптăкăн 94 проценчӗ ку. Хаçат пичете тухнă тӗле, тен, ытти лаптăкри тырра та пухса кӗртӗç, мӗншӗн тесен çӗр ӗçченӗсем тырçие çывăх вăхăтра вӗçлеме тӗллев лартнă.Пӗр гектара тивекен вăтам тухăç 36,8 центнер. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, савăнмалăх пур.
Атня, Нурлат, Балтаси, Кукмор, Тури Услон районӗсем тырçие вӗçленӗ. Чи пысăк тухăç Теччӗ районӗн – 214,5 пин тонна; Пăван – 198,7; Арскăн– 197 пиншер пин тонна.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев