Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аслати авăтсан пулă лайăх лекет

Халăх календарӗ

Утă уйăхӗн 24-мӗшӗ – Ольга, Ефимья. Аслати авăтсан пулă лайăх лекет.

• Утă уйăхӗн 25-мӗшӗ – Прокл. Çарансем çине вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – телейлӗ çул пулать. Сывлăм çук – апла-тăк кӗçех çанталăк пăсăлать. 

• Утă уйăхӗн 26-мӗшӗ – Гавриил. Çак кун ăшă та хӗвеллӗ çанталăк тăрсан кӗркунне вăрăма тăсăлать, час сивӗтмест. Çумăр çусан – хӗл сивӗ те нумай юрлă пулать. Хура кураксем пысăк ушкăна пуçтарăнаççӗ – эппин кӗркунне çитесси инçе мар. 

• Утă уйăхӗн 27-мӗшӗ – Стефан. Çак кунран çанталăк майӗпен кӗр еннелле сулăнать, час-час улшăнса тăракан пулать. 

• Утă уйăхӗн 28-мӗшӗ – Кирик тата Улита. Çак кун хирте ӗçлеме юрамасть. 

• Утă уйăхӗн 29-мӗшӗ – Афиноген. Çак кун çумăр çăвать-тӗк – тухăçлă çул пулать. Çăра тӗтре – кăмпа йышлă çитӗнет. Кайăксем майӗпен юрлама пăрахса пыраççӗ. 

• Утă уйăхӗн 30-мӗшӗ – Марина тата Лазарь. Çак кун аслати авăтсан кӗркунне çумăрлă, хӗлле вара тăманлă пулать. Шăрăх та типӗ кун – хӗлле юр сахал çăвать, сивӗ пулать. Çак тата кун хыççăнхи виçӗ куна пăхса кӗркунне мӗнле пуласса пӗлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев