Çамрăк авторсене конкурса хутшăнма чӗнеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк авторсене конкурса хутшăнма чӗнеççӗ

Чăваш кӗнеке издательстви çамрăк авторсене палăртмалли «Кӗмӗл калем. Серебряное перо» конкурса заявка йышăнас вăхăта ноябрь уйăхӗччен тăснă.

 

«Кӗмӗл калем. Серебряное перо» конкурс

Конкурса 18–35 çулсенчи авторсем çак номинацисемпе чăвашла е вырăсла çырнă хайлавсемпе хутшăнма пултараççӗ:

  • илемлӗ проза;
  • документлă проза;
  • ​поэзи.

Ятарлă номинаци те пур: ӳкерчӗксемпе е сăнӳкерчӗксемпе хатӗрленӗ истори (урăхла каласан – комикс). Ӗçсене glavred@ipk21.ru электронлă адреспа йышăнаççӗ. Тӗплӗнрех çак ссылкăпа вуласа пӗлме пулать.

Положение 

Чăваш кӗнеке издательствин сăнӳкерчӗкӗ.

 


чувашские писатели #Литературный конкурс

Нет комментариев