Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш ялӗнче пăр керменӗ ӳссе ларнă

Республикăри Общество палатин, ТР Президент Аппарачӗн, ТР Культура министерствин представителӗсенчен тăракан конкурс комиссийӗ çӗнӗ çулхи капăрланусене хакланă май, Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи пăр керменне те хакланă.

Кивӗ Тимушкелӗнче пурăнакансем юмахри тӗлӗнтермӗш туса хунă. Пăр керменне «Снежная королева» юмах мотивӗсемпе тунă. Ял çыннисем хăйсен вăйӗсемпе пăртан касса кăларнă, сăрланă тата элементсемпе илемлетнӗ.
Нимене Çӗнӗ Тимушкелӗнче пурăнакансем те хутшăннă. Вӗсемпе пӗрлехи ӗç хăвăртрах вӗçленнӗ.
Пăр керменӗшӗн пуринчен ытларах, паллах, ачасем савăннă: унта хăваламалла та выляма пулать, тăвайккинчен ярăнма та – пӗр сăмахпа каласан – вăхăта савăнăçлăн ирттерме.
Лилия Баталина

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев