Çӗнтерӳ волонтерӗсем Раççей кунне халалланă онлайн-вăййя хутшăнма чӗнеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерӳ волонтерӗсем Раççей кунне халалланă онлайн-вăййя хутшăнма чӗнеççӗ

Вăйă июнӗн 12-мӗшӗнче, Мускав вăхăчӗпе 12.00 сехетре пуçланать.   

«Победы России» конкурса 14  çултан аслăрах кирек кам та хутшăнма пултарать. Июнӗн 12-мӗшӗ çывхараспа кашни хутшăнакан трансляцие куçма ссылка илӗ. Вăл 30 минута тăсăлӗ. Çак вăхăт хушшинче кашнийӗн 3 блокри хуравсем çине хуравлама май пулать: Раççейӗн иртни, пуласлăхӗ тата хальхи. Тӗп приз – Раççейри хуласенчен пӗрне экскурсие каясси.

Вăййя хутшăнас тесен волонтерыпобеды.рф сайтра регистрациленмелле те мероприятие ак çак ссылкăпа çырăнмалла. 

Вăйă июнӗн 12-мӗшӗнче, Мускав вăхăчӗпе 12.00 сехетре пуçланать.   


Нет комментариев