Çул-йӗр правилисене пӑсакансене тупма пулăшакан приложени
Тутарстанра пурӑнакансем «Народный инспектор» мобильлӗ приложени ӗçлеме пуçланнăранпа çул-йӗр правилисене пăхăнманни çинчен 37 пин ытла заявка янă, халăх инспекторӗсене пӗтӗмӗшле 4,6 миллион тенкӗ тӳленӗ.
Паянхи кун тӗлне приложенире 21 категорире йӗркене пăснине палăртма пулать, вӗсенчен çиччӗшӗшӗн укçа тӳлеççӗ. Вӗсен шутне çаксем кӗреççӗ: çуран çӳрекен çынна çул паманни, светофорăн хӗрлӗ çуттине пăхăнманни, стоп-лини умӗнче чарăнманни, хирӗç çул çине тухни, хăрушсăрлăх пиçиххийӗпе усă курманни, руль умӗнче телефонпа усă курни тата машинăран çӳп-çап пăрахни.
Заявка пама питӗ ансат: ăçта вырнаçнине геолокаци урлă палăртса йӗркене пăснине ӳкермелле, тӳлеве илме кирлӗ информаци палăртмалла. Тӗрӗсленӗ хыççăн, заявкăна Патшалăх автоинспекцине яраççӗ. Йӗркене пăсни палăрсан, тӳлев килет. Чи пысăк тӳлев – хирӗç çул çине тухнă видеошăн 1 440 тенкӗ парăнать.
Чи нумай тӗл пулакан йӗркене пӑсни – светофорӑн хӗрлӗ çутине пăхăнманни. Шӑпах çакӑн пек видеоçырусем уйрăмах килеççӗ приложени урлă. Иккӗмӗш вырӑнта – стоп-линирен иртни, виççӗмӗшӗнче – çул урлă каçмалли вырăнта çуран çӳрекене ирттерменни.
Çакӑн пек общество тӗрӗслевӗ кирлине статистика та çирӗплетет. Тутарстан Республикин Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ çул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне халалланӑ брифингра пӑшӑрхантаракан даннӑйсене пӗлтернӗ: 2026 çул пуçланнӑранпа республикӑра 228 инкек регистрациленӗ, вӗсенчен кашни пиллӗкмӗшӗ вилӗмпе. Хирӗç çул çине юраман вырăнта тухни уйрӑмах хӑрушу. Çак маневра пула 31 авари пулнӑ. Сăмахран февралӗн 8-мӗшӗнче Çӳлту тата Чистай районӗсенче çак сăлтава пула тӑватӑ çын вилнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев