Çывхаракан çемье кунӗпе!
Тукмаклă çамрăкӗсем пӗрлешсен Аксăва пурăнма куçнă
Сăнӳкерчӗкре Клим, Арсений тата Еленăпа Николай. Ашшӗпе амăшӗ вӗсене пӗчӗкрен чăваш йăли-йӗрки патне явăçтараççӗ. Чукашовсен çемьинче урăхла пулма та пултараймасть. Аслисене хăйсене çапла вӗрентнӗ.
Тукмаклă çамрăкӗсем пӗрлешсен Аксăва пурăнма куçнă. Мăшăрлану кунне те вӗсем хăйне евӗрлине суйланă: 07.08.09. Нумай ачаллă çемьере чи кӗçӗнни Степан ача пахчине çӳрет.
Аксу районӗнчи «Уяв» йăлисене Илтрекьелне кăтартма чӗнсен вӗсем хаваспах килӗшнӗ. Чăвашла тумланнăскерсем, ТНВ телеканалăн камерин кадрне пӗрре мар кӗчӗç. Халăх тумӗ çыннăн кăмăлне улăштарать, мӗнле хитре курăнаççӗ вӗсем тулă пуссинче. Çамрăк çемьене пысăк телей сунас килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев