Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Донбаса васканă...

Мартăн 19-мӗшӗнче «Хусан – Пăва – Ульяновск» федераллă трассăн 146-мӗш çухрăмӗнче пысăк инкек пулнине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт.

Пермь хулинчен Донбаса гуманитари пулăшăвӗпе каякан «Scania» йывăр тиевлӗ машина умри машинăран иртес шутпа çул çине тухнă та хирӗç килекен «Kia Rio» тата «ГАЗель» автомобильсемпе пырса çапăннă. 5 «УАЗ» машина тиенӗ пулнă вăл. Шел те, пӗри тӗппипех çунса кайнă. Тепӗр 4-шӗ тата ытти гуманитари пулăшăвӗ, çынсем сиенленмен. Чăн та, йывăр тиевлӗ машина юрăхсăр, çунса кайнă.

КАНМА ВЫРТНĂ-ШИ?

Ку инкек иртнӗ канмалли кун çӗрле Ешӗлвар районӗнче пулнă. «Лада» машинăн 19-ти водителӗ çул çинче выртакан 31-ти арçын урлах каçса кайнă. Хайхин тумӗ çинче çутта тавăракан пӗр япала та пулманнипе тӗттӗмре асăрхаса ӗлкӗреймен вăл. Шел те, арçын сурансене пула вырăнтах вилсе кайнă. Çав вăхăтра вăл çул çинче мӗн туса выртни паллă мар. Сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев