Ĕçрĕн-тĕк, руль умне ан лар!
Паян пĕр талăк хушшинче руль умне тепӗр хут ӳсӗрле ларнӑ 4 çынна тытса чарнӑ, вĕсенчен виççĕшĕ Хусантан, пĕри – Анат Камăран пулнине пĕлтерет ТР Патшалăх автоинспекцийĕ хăйĕн телеграм-каналӗнче.
Патшалăх автоинспекцийĕ водительсене аса илтерет: руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн 30 000 тенкĕ штраф тÿлетереççĕ тата 1,5 ҫултан пуҫласа 2 ҫулччен правасӑр хăварма пултараççĕ.
Правилăна тепӗр хут пӑссан 200–300 пин тенкӗ штраф тӳлемелле пулĕ, унсăр пуçне виҫӗ ҫуллӑха водитель прависӗр тата икӗ ҫул таран ирӗклӗхсӗр хӑварма пултарĕç.
Патшалăх автоинспекцийĕ ҫул çӳрекенсене пурне те правилăсене пăхăнма чӗнет!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев