Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Елабугăри Иван Шишкин çурт-музейӗнче йӗкелтен художникăн портретне тунă

Хыр, чăрăш тата ытти йывăçсен йӗкелӗсенчен тунă портрета Çырчаллинчи Антон Кошкин тата Татьяна Фаттыхова туса хатӗрленӗ.

Çакăн çинчен журналистсене Елабугăри патшалăх музей-заповедникӗн пресс-служби пӗлтернӗ. Картинăна çынсене Сапсски ярамарки иртнӗ вăхăтра кăтартнă, вăл пурне те килӗшнӗ.

«Хальхи вăхăтра йӗкелсенчен тунă картина музее килсе куракансем валли фотозона пек ӗçлет», – тесе пӗлтернӗ Елабугăри патшалăх музей-заповедникăн информаципе издательство уйрăмӗн пресс-секретарӗ Евгения Поликарпова.

Картинăна икӗ çул тунă. Унăн никӗсне Иван Крамский тунă Шишкинăн портренте илнӗ. Художниксем хальлӗхе картинăна урамра тытаççӗ. Произведенипе малашне мӗн тăвасси паллă мар.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев