ЕШӖЛВАР ÇУЙĂН ӖРЧЕТЕТ
Ешӗлвар районӗнчи Большие Кульбаши ялӗнче Африка çуйăн пуллине ӗрчетекен ферма хута кайнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА.
Кун пек фермăсем районта хальччен пулман. Пулă лăккине (мальки) те кунтах ӗрчетеççӗ. Эксперимент шайӗнче фермăра 3 пин çуйăн лăккине ӗрчетнӗ. Пулă валли шыва скважинăран илеççӗ. Çуйăн ултă уйăхра вăтамран 2 килограмм таран ӳсет. Çак ялта юнашарах осетр пулă ӗрчетекен ферма та пур. Çитес вăхăтра кунта вырăнти пулă продукцийӗн пӗрремӗш лавкки уçăлмалла. Продукцие пахалăх стандарчӗпе кăларма хатӗрленеççӗ. Каярах пулă лавккисене Хусанта темиçе те уçма шутлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев