Эстрада çăлтăрӗ Полина Борисова ывăл çуратнă
«Чӑвашсен илемлӗ ячӗсем майӗпен манӑҫа тухса пыраҫҫӗ. Куншӑн ҫынна ӳпкелемелле мар пулӗ», – тесе çыраççӗ «Чăваш халăх сайчӗ» сайтра.
Ӗлӗк чӑвашсен хăйсен, чăн чăвашла – арҫынсен 11 пин ытла ят, хӗрарӑмсен 4 пин ытла ят пулнӑ. Чи анлӑ сарӑлнӑ ятсем хушшинче: Илемпи, Илпек, Карсак, Нарспи, Пуян, Савтепи, Салампи, Сарпи, Сетнер, Туйпи, Тунепи, Тунюк, Улпут, Унтри, Эрнепи, Эрнук, Юман.
Чӑваш Енӗн Юстици ӗҫӗсен службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта пӗр хӗрачана Салампи, 2018 ҫулта Илемпи ят панӑ, 2021 ҫулта икӗ ачана Илемпи тата Сарпи тесе чӗнме тытӑннӑ. 2022 ҫулта пӗр арҫын ачана Юман ят панӑ.
Нумай пулмасть Чăваш Республикинчи паллă чăваш юрăçӗ Полина Борисова ывăл ача çуртса панине пӗлтӗмӗр. Эстрада çăлтăрне тата унăн çемйине çак пулăмпа саламлатпăр, паллах, амăшне те, пепкине те сывлăх сунатпӗр. Мӗнле ят хурӗ-ши Полина çӗнӗ кайăка?
Сăнӳкерчӗксем Полина Борисован «ВКонтактери» страницинчен
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев