Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Евгений Турхан Шупашакарти таврапӗлӳçӗсен пухăвне хутшăннă

Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш наци библиотекинче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсем шайӗнчи чӑваш таврапӗлӳҫисен форумӗ иртрӗ. Ӗҫлӗ калаҫӑва хутшӑнма Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем пухӑнчӗҫ.

Форума хутшӑнакансене саламласа Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Сергей Сорокин онлайн мелӗпе, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станьял уҫӑ ҫыру ҫырса, Чӑваш Республикин наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова, Чӑваш Енӗн общество Палатин пайташӗ тата Чӑваш наци конгресӗн регионсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Владимир Тяпкин, Чӑваш наци академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин, Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ тата наци библиотекин Чӑваш наци культурипе библиографийӗн пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлешӗвӗн уйрӑмӗн председателӗ Николай Казаков тата ыттисем те трибуна умне тухса калаҫрӗҫ.
Тӗп доклад тӑваканӗ истори наукисен докторӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ тата ЧНАНИ вице-президенчӗ Лев Ефимов пулчӗ. Лев Архипович "Иван Яковлевич Яковлев - чӑваш халӑхне Ҫутта Кӑлараканӗ" темӑна тӗплӗн уҫса пачӗ. Хусантан çак форума чăваш çыравçи, журналисчӗ тата таврапӗлӳçи Евгений Турхан хутшăнчӗ.
Мероприятие Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пыракан "Эткер" фольклор ансамблӗ илемлетрӗ.


Елизавета Долгова, автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев