Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Икӗ уйăхра Хусанта 577 ӳсӗр водителе тытса чарнă

Мартăн 24-мӗшӗнче Патшалăх автоинспекцийӗн ӗçченӗсем полицин участковăй инспекторӗсемпе пӗрле ӳсӗрле руль умне ларакан водительсене тытма рейда тухнă.

2023 çулхи январь-февраль уйăхӗсенче вӗсем ӗнтӗ 577 хӗрӗнкӗ водителе тытса чарнă пулнă. Çынсем мӗншӗн ку лару-тăру çине сӳрӗккӗн пăхни тӗлӗнтерме те пăрахрӗ ӗнтӗ. Çаклансан сӗтев (взятка) парса хăтăлма ӗмӗтленекенсем те çук мар-тăр. Унсăрăн çулсем çинче хӗрӗнкӗ водительсем сахалланӗччӗç.
Ӳсӗрле руль умне ларнăшăн 30 пин тенкӗ штраф параççӗ, хăйӗн машинин рульне ӳсӗре паракан çынна та çакнашкалах штраф кӗтет. Унсăр пуçне машинăпа çӳремелли правана суд урлă çулталăк çурăран икӗ çул таранччен туртса илме пултараççӗ. 
Маларах пӗрре руль умне ӳсӗрле ларса çакланнă çынна тепӗр хут та çакнашкал лару-тăрура ярса тытрӗç-тӗк, ăна уголовнăй яваплăх тыттарӗç. 
Ӳсӗрле руль умне ларакансем хăйсен пурнăçне кăна хăрушлăх патне илсе çитермеççӗ, вӗсем çул çинчи пур çыншăн та хăрушă. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев