Калăн, самолетсене пӗр-пӗрин патне çыхса хунă
Канмалли кунсенче Хусанта питӗ чаплă «Эпӗ тӳпене суйлатăп» авиашоу иртрӗ. Хула тăрринчен вăтăр самолет тата вертолетсем вӗçсе иртрӗç. Казанка çыранӗн хӗрринчен çак асамлă вӗçеве сăнаса тăма чух кăначчӗ.
Чи малтан Ан-2 самолет вӗçсе килчӗ. Унтан икӗ тапхăрпа вунă парашютист сикрӗç. Пӗрремӗш ушкăн тӳпере ултă метрлă ялавсем сарчӗ. Вӗсен хушшинче Раççей, Тутарстан ялавӗсем пурччӗ, çавăн пекех «Z» литерăллă ялав та. Ун хыççăн «BOREY» самолет-амфиби вӗçсе иртрӗ, унтан Як-12М. RobinsonR 44, Ми-17В-5 тата «Ансат» вертолетсем çӗр çийӗн темиçе çӗр метрта çеç вӗçсе иртрӗç. Çӗр çинчен кабинăри пилотсене курма пулатчӗ.
Вертолетсем хыççăн тăватă самолет вӗçрӗ: стратегиллӗ бомбардировщик-ракетоносец «Медведь» - Ту-95 тата Хусанти авиаци заводӗнче кăларакан Ту-160, Ту-22М3 и Ту-214. Турбореактивлă L-39 самолет çирӗм минутлă шоу кăтартрӗç. Çавăн пекех ултă Миг-29-тан тăракан «Вӗршӗнсем» («Стрижи») çӳллӗ пилотаж техникине кăтартрӗç. Вӗсен синхронлăхӗ – балеринăсенни пек, калăн пӗр-пӗрин çумне кантăрапа çыхса хунă. Хăйсен сассисемпе Мигсем Хусан куракӗсене халтан ячӗç пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев