Каллех авари, каллех çын вилнӗ
Авари М-5 «Урал» трассăн 1268-мĕш километрĕнче пулса иртнӗ.
Nissan автомашинăн 64-ри водителӗ ывăннине пăхмасăр руль умне ларнă, тимлĕхе çухатнипе хирӗç çул çине тухса КамАЗпа çапӑннӑ. Кун пирки ТР Патшалăх автоинспекцийӗ пӗлтерет.
Nissan автомашинăн водителĕ тата икӗ пассажирĕ вырăнтах вилсе кайнă. Пулса иртнине полици ӗçченӗсем тĕпчеççĕ.
Патшалăх автоинспекцийӗ çулпа çӳрекенсене пурне те ПДД йӗркисене пăхăнмалли пирки асăрхаттарать!
Патшалăх автоинспекцийӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев