Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăмпа тататпăр, хатӗрлетпӗр, çиетпӗр

Пӗр авалхи «мел» пур – кăмпа вӗрекен шыва кӗмӗл кашăк е пӗр пуç сухан яраççӗ. Вӗсем хуралсан е урăх тӗслӗ пулса тăрсан, кăмпасем наркăмăшлă имӗш. Ку тӗрӗс мар. Тӗсӗ улшăнни кастрюльти çимӗç наркăмăшлă иккенне пӗлтермест. Сывлăхшăн сиенлӗ чылай кăмпа, çав шутра шăна кăмпи те, пылак тата лайăх тутăллă пулма пултарать.

Тӗрлӗ сăнавсем тăрăх çитес кӗркунне кăмпаллă пулмалла. Кăрăç, хыр кăрăçӗ, сар кăмпа шăтма та пуçланă. Часах уплюнкка вăхăчӗ çитӗ. Лăпкă сунар инкеке ан çаврăнтăр тесен мӗн тумалла-ха?

Вăрмана кайма хатӗрленетпӗр
- Кăмпа пуçтарма кайма шутлатăр пулсан хăвăрпа пӗрле çӗçӗ, пӗр-икӗ хутчен çикелесе илмелӗх апат-çимӗç, шăрпăк, шăхлич (инкеке лексен сас пама), карас телефонӗ (зарядкăна лартма портативлă хатӗр пулсан тата та лайăхрах), кирлӗ пулсан эмелсем илмелле. Хăвăр ăçта, епле маршрутпа каяссине, каялла хăçан таврăнассине тăванăрсемпе çывăх çыннăрсене пӗлтерме ан манăр.
Пӗчӗк вăрттăнлăх пӗлтеретпӗр: хальхи телефонсем çинче GPS-навигатор пур. Вăл эсир ăçта пулнине тӗп тӗрӗс кăтартать. Асăннă функци тӳлевсӗр. Сирӗн интернет урлă регион карттине шыраса тупса вырнаçтармалла (вăл та тӳлевсӗр). Анлă сарăлнă программăсем
Гугл.Карты тата Яндекс.Навигатор. Пурне те вăхăтлă уçласа илӗр (скачать).
Камуфляж ан тăхăнăр. Ăна маскировка тума çӗлеççӗ: çак тумпа сире виçӗ метртан та асăрхамӗç. Çавăнпа та çийӗре хӗрлӗ, сарă, шурă куртка тăхăнмалла. Куртка çине çутă ӳкнипе йăлтăртатакан татăксем çӗлесе хурсан тата та лайăхрах.
Кăмпа тататпăр
- Тӗп йӗрке çавăн пек:
«Кăмпа çиме юрăхлине 200% таран шанатăр пулсан çеç ăна карçинккана хума юрать». Хăвăрпа пӗрле кăмпасем çинчен ăнлантарса паракан атлас илӗр. Иккӗленӳ туйăмӗ çуралчӗ пулсан, кăмпана вăрманта хăварăр.
- Кăмпа пуçтармалли чи лайăх савăт - хăва хуллинчен авса тунă карçинкка е кунтăк (лукошко). Унта сывлăш та лайăх кӗрет. Пакетра кăмпа час ванать, пăсăлать. Кăмпана шлепкипе аяла туса вырнаçтармалла. Çулçă, тăпра, курăк, çӳп-çап çыпăçнă пулсан тӳрех илсе пăрахăр.
- Кăмпа йывăр металпа сиенлӗ япаласене губкăран та ытларах хăй çумне туртать. Çавăнпа ăна заводсемпе аслă çул хӗррисен çывăхӗнче пуçтарма юрамасть. Машина йышлă çӳрекен çултан пилӗк çухрăма
инçете кайма май пулсан, питӗ аван.
- Ватă, ытлашши ӳссе кайнă тата ленчешке, шывланнă, çӗрӗк кăмпасене ан илӗр. Вӗсемпе хăвăрт наркăмăшланма пулать.
- Киле таврăнсан пӗр тăхтаса тăмасăр кăмпасене суйласа тасатăр, сивӗ, тăварлă шыва ярăр. Çакă ăшне кӗрсе ларнă хурт-кăпшанкăсемпе эрешменсене хăваласа кăларма пулăшӗ.
- Кăмпана ăнсăртран килсе тухнă сутуçăсенчен нихăçан та ан туянăр. Никам та, нихăçан та вӗсене ăçтан пуçтарнине тӗрӗссине каламӗ. Кăмпасене экологилле таса сӗм вăрмантан та, завод çывăхӗнчи масар патӗнчен те татма пултараççӗ. Шăпана тӗрӗслесе пăхма ан хăтланăр. Хăвăр тата çывăх çыннăрсен сывлăхӗ тата та хаклăрах.
- Пӗр авалхи «мел» пур
кăмпа вӗрекен шыва кӗмӗл кашăк е пӗр пуç сухан яраççӗ. Вӗсем хуралсан е урăх тӗслӗ пулса тăрсан, кăмпасем наркăмăшлă имӗш. Ку тӗрӗс мар. Тӗсӗ улшăнни кастрюльти çимӗç наркăмăшлă иккенне пӗлтермест. Сывлăхшăн сиенлӗ чылай кăмпа, çав шутра шăна кăмпи те, пылак тата лайăх тутăллă пулма пултарать.
Каялла çул тупаймастăр пулсан
- Хăвăр ăçта иккенне GPS-навигатор урлă тупма тăрăшăр. Вăл çула кăтармасть, анчах хăвăр ăçта иккенне пӗлме пулăшӗ.
- Карас телефонӗ çумра пулсан 112 телефонпа пулăшу службине шăнкăравлăр. Пулăшу кӗтнӗ вăхăтра ниçта та ан пăрăнăр, пӗр вырăнтах тăрăр. Шыравçăсене сире тупма çăмăлрах пулӗ. Шăхлич илме манман пулсан унпа шăхăрăр. Вăрманти сас темиçе çухрăмран илтӗнет. Унсăр пуçне вӗсем тискер чӗр чунсене хăратма пулăшаççӗ.
- Вăрмана кӗнӗ май хӗвел хăш енчен пăхнине асăрхăр. Каялла хӗвел анăç еннерех пăрăнса тухмалла. Тӗслӗхрен, вăрмана кӗнӗ чух хӗвел питӗре çутатрӗ пулсан, тухнă чух çурăма ăшăтмалла, анчах мӗлке сирӗн ума мар, çулăн сылтăм енне ӳкмелле.
Инкек сиксе тухрӗ пулсассăн
- Кăмпапа наркăмăшланнин малтанхи паллисем 12-14 сехетрен паллă пулаççӗ. Кăмăл пăтраннине, хырăм ыратнине, температура хăпарнине туйса илтӗр, вар витти пуçланчӗ, чӗре таппи улшăнчӗ, куç шăрçи пысăкланчӗ пулсан пӗр тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшăва чӗнтерӗр. Васкавлă мерăсем йышăнмасан чирлӗ çынна сиплеме тата та йывăртарах, каярах усăсăр та пулма пултарать.
- Тухтăрсем киличчен чирлӗ çынна пилӗк-ултă стакан тăварлăрах шыв ӗçтермелле те пӳрнепе чӗлхе кăкӗ çине пусса хăсса кăларма тăрăшмалла. Кăмăла каймасть пулсан та çак процедурăна темиçе хутчен пурнăçламалла. Ун хыççăн ăна вырăн çине вырттармалла та ăшă япалапа чӗркемелле.
Кăмпасем çынсене вӗлер
ме пултараççӗ
Шел пулин те, пӗр çул та çын пурнăçӗ татăлмасăр иртмест. Çав шутра çӗнӗ кăмпаçăсем те, пысăк опытлисем те пур. Юлашки тӗслӗх Пушкăртстанри Абзелил районӗнче пулса иртнӗ. 28 çулхи арçын ял хӗрринче кăмпа татнă та хăйне тата икӗ ачи валли каçхи апат хатӗрленӗ. Çӗрле пурте аптăраса ӳкнӗ. Арçын васкавлă пулăшу чӗнсе илнӗ. Ултă çулхи хӗр ачана çăлса хăварайман. Ашшӗпе ывăлне больницăна илсе кайнă. Вӗсем сываласса шанатпăр.
Тепӗр инкек - çухалса каякансем. Пӗр кун хушшинче çеç Пушкăртстан вăрманӗсенче ултă кăмпаçă аташса кайнă. Вӗсене шырама профессиллӗ çăлавçăсемпе волонтерсем тухнă.
Туссем, хăвăра сыхлăр тата упрăр.

Надежда РОДИОНОВА хатӗрленӗ,

«Урал сасси» хаçат

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев