Канашлу пӗр минут шӑп тӑрассинчен пуҫланчӗ
Февралӗн 16-мӗшӗнче Халӑхсен Туслӑх ҫуртӗнче Тутарстан халӑхӗсен Ассамблеин Канашӗн ларӑвӗ иртрӗ
Ӑна Ассамлея ертӳҫи Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ. Вӑл Тутарстан нумай нациллӗ йышӗ ӳссе 4,4 миллион ҫынна ҫитни ҫинчен пӗлтерчӗ. Кӑҫал Тутарстанра Наци культурисемпе йӑлисен ҫулталӑкӗ, Раҫҫейре Вӗрентекен-наставник ҫулӗ пулнине те палӑртрӗ Ассамблея председателӗ.
Фарид Мухаметшин Турцири ҫӗр чӗтревӗнче вилнӗ ҫынсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑма сӗнчӗ. Канаш пайташӗсем пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ Поляксен Хусанти культура автономийӗн председательне Козловски пана та асӑнчӗҫ.
Вӑл докладчиксене мухтанмасӑр, кӗскен, ӗҫпе калаҫма сӗнчӗ.
"Пирӗн ӗҫре ҫитменлӗхсем те пур, вӗсене асӑрхамасӑр иртме пултараймастпӑр", - терӗ Фарид Мухаметшин.
Пирӗн ҫынсен хушшинче пулмалла. Эсир чи хатӗрленнӗ ҫынсем, сирӗн тӗреклӗ позицийӗре ҫынсем патне ҫитермелле.
Кун йӗркинче Ассамблейӑн ӗҫӗсене пӑхса тухасси, Туслӑх Ҫурчӗн филиалӗсене сарасси, вырсарни шкулӗн ӗҫӗ, ҫамрӑксен политики тата ытти ыйтусем пулчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев