Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хурлӑхлӑ хыпар

Халӑх поэчӗ Роберт Миннуллин вилнӗ


Кун ҫинчен "Татар-информ" журналисчӗсене унӑн пӗртӑванӗ Ким Миннуллин пӗлтернӗ.
Поэт тахҫантанпа йывӑр чирпе кӗрешетчӗ. Ӗнер ҫӗрле унӑн чӗри тапма чарӑннӑ.
Роберт Миннуллин 1948 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Илишевски районӗнче ҫуралнӑ. Нумай ҫул журналистикӑра ӗҫлерӗ, "Яшь ленинчы" (каярах "Сабантуй") журнала ертсе пычӗ. 1988-1994 ҫулсенче Турастанри ача фондне ертсе пычӗ. 1995-2014 ҫулсенче ТР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулчӗ.
Пысӑк поэтчӗ. Унӑн ачасем валли ҫырнӑ сӑввисене нумай чӑваш сӑвӑҫӗ куҫарнӑ.

Роберт Миннуллин юлашки сӑввине коронавируса халалланӑ пулнӑ.

Роберт Мугаллимович чӑвашла пӗлетчӗ, "Сувар" хаҫат редакцийӗпе те питӗ туслӑччӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев