Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан проекчӗ Ага Ханăн 1 миллион доллар премине пайлама тивӗçнӗ

Кăçалхи тупăшăва 39 çӗршывран 380 проект хутшăннă. Жюри вӗсенчен 16 çӗршывăн 20 проектне суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстанăн обществăлла уçлăхсене аталантарас енпе  пӗр проекчӗ пур.

Хусанта сентябрӗн 13-мӗшӗнче Ага Ханăн архитектура облаçӗнчи премине парасси пулать. Мероприяти М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче иртет. Унта IV Карим Ага Хан принцпа ТР  Президенчӗ Рустам Минниханов хутшăнаççӗ. Кун пирки «Мираж» хăна çуртӗнче иртнӗ пресс-конференцире ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пӗлтерчӗ.

Архитектура облаçӗнчи Ага Хан премийӗ тӗнче шайӗнчи преми. Унăн сумӗ питӗ те пысăк. Конкурса хутшăнма тивӗçлӗ пулни архитекторшăн калама çук пысăк чыс. Виçӗ çулта пӗрре парăнакан Ага Хан премине илме пӗтӗм тӗнчери архитекторсем хутшăнаççӗ, вӗсем хушшинче ятлисем те, çамрăккисем те пур. Çӗнтерӳçӗсене чыслама кашни çул урăх çӗршыв суйлаççӗ. Кăçал çак чыс Тутарстанăн тӗп хулине тивӗçрӗ. Мӗншӗн тесен  Хусан мăсăльман тӗнчишӗн архитектурăпа культура енчен пысăк пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать.

Каласа хăварар, Ага Хан хăй ăрăвӗнчи 49-мӗш имам. Вăл 25 çӗршывра пурăнакан 15 миллионлă мăсăльман общинин тӗн наставникӗ. Вăл Мухаммад пророкăн тӳрӗ йăх-несӗлӗ шутланать. Архитектура облаçӗнчи преми Ага Хан организацийӗн пайӗ пулса тăрать. Хальхи вăхăтра тӗнчери 30 яхăн çӗршывра пӗр пин ытларах программăпа организаци ӗçлет. Вӗсенче 80 пине яхăн çын ӗçлет.

Ага Хан фончӗ пуян, коммерцилле мар аталану программисен çулталăкри бюджечӗ 950 миллион долларпа, экономика аталанăвӗн çулталăкри тупăшӗ вара 4,3 миллиард долларпа танлашать. Проект компанийӗсен мӗнпур тупăшӗ тӗрлӗ конфликтсене пула юхăннă, чухăн çӗршывсен аталанăвӗ çине кайса пырать.

Архитектура облаçӗнчи премие 1977 çулта йӗркеленӗ. Ку тарана унăн лауреачӗсем шутне 116 проект кӗнӗ. Премие «Хальхи дизайн», «Социаллă кил-çурт объекчӗсем», «Пӗрле усă курмалли тавралăха аталантарассипе лайăхлатасси», «Истори еткерӗн объекчӗсене упрасси», «Ландшафт дизайнӗ» тата ытти категорисенче параççӗ.  

2019 çулти конкурса 2012 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 2017 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен хута кайнă проектсен авторӗсем хутшăнма пултарнă. Кăçалхи тупăшăва 39 çӗршывран 380 проект хутшăннă. Жюри вӗсенчен 16 çӗршывăн 20 проектне суйласа илнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстанăн обществăлла уçлăхсене аталантарас енпе  пӗр проекчӗ пур. Объект тата автор ятне хальлӗхе пӗлтермерӗç. Çак 20 конкурсантран 6 çӗнтерӳçӗне палăртаççӗ. 1 миллион доллара шăпах вӗсем пайлаççӗ те хăйсем хушшинче. Премие архитектор хăй кăна мар, ун ӗçне пурнăçлама пулăшнă хула администрацийӗсем, строительсем, заказчиксем, строительсемпе мастерсем те илеççӗ. Мӗнле калас, проекта пурнăçлама хутшăннă командăна тивӗçет преми.

Кун пирки журналистсемпе тӗлпулура Ага Хан премийӗн директорӗ Фаррух Дерахшани пӗлтерчӗ.

  • Преми церемонийӗ иртмелли çӗршыва эпир тимлӗн суйлатпăр. Çӗршыва малтанласа никама систермесӗр килсе каятпăр, унăн архитектурипе паллашатпăр.  Церемонисем Бахрейнра, Палестинăра, Португалире, Каирта, Бангладешра тата нумай çӗршывра иртнӗ. Хусан питӗ килӗшрӗ, уйрăмах Кремль. Кунта тӗрлӗ халăх çыннисем туслă пурăнни те пире питӗ килӗшрӗ», – терӗ Фаррух господин.

Культура Министрӗ Ирада Аюпова премин 42 çулхи историйӗнче пӗрремӗш хут Раççей регионӗ çӗнтерни Хусаншăн пысăк пӗлтерӗшлине палăртрӗ. Çак пулăма халалласа Ага Хан премийӗн почта маркине кăларма шутланă. Унта Хусан Кремлӗн сăнне ӳкерме йышăннă.  Марка çине почта штемпельне лартас церемони Пăлхарта иртет. Унта ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, IV Карим Ага Хан принц хутшăнаççӗ.

 

     

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Архитектура