Колорада нăррисем ăçта çухалнă?
Хӗле кӗреспе хаяр сивӗсем ăшăтса янипе черетленчӗç, кăна шăннă çӗр мар, асфаль та чăтаймасть
ЫЙТУ:
Коронавируса пула колорадă нăррисем (колорадский жук) çухалнă теççӗ халăхра. Тӗрӗс-и?
ХУРАВ:
Халӗ коронавируспа пӗтӗм япалана çыхăнтараççӗ. Анчах та пирӗн тăрăхра 35 çул ытла пурăнакан колорада нăррисем кунти условисене хăнăхса çитнӗ теме те пулатчӗ, çут-çанталăк аномалийӗсем пулман пулсан. Хӗле кӗреспе хаяр сивӗсем ăшăтса янипе черетленчӗç, кăна шăннă çӗр мар, асфаль та чăтаймасть. Вăл çуркаланать, çурăксене шыв тулать, шăнтсан вăл сарăлса асфальта тата пысăкрах сиен кӳрет. Çӗрти нӳр те çавăн пекех. Кӗркунне çумăрсем нумай çурӗç, юр час лармарӗ. Çӗр хытă шăнчӗ. Пӗтӗмӗшле илсен юр сахал пулчӗ. Çакна пула чылай районта уçăмсем те сиенленчӗç.
Колорада нăрри çӗр ăшне вăтамран илсен 7-10 сантиметр тарăнăша кӗрсе хӗл каçать. Пӗлтӗр те вăл «сивӗ пулмасть» тесе çав тарăнăша кăна кӗрсе «выртнă» пулмалла. Çавна пула нумайăшӗ шăнса вилнӗ те, пире телее.
Çавăнпа кăçал ăна çӗр улми çинче эпир питӗ сахал куратпăр. Ку пулăм коронавируспа çыхăнман тесе шутлаççӗ Ял хуçалăх министерствинче. Колорада нăрри вăйлă ӗрчекен хурт-кăпшанкă. Нумай кӗттермӗ. Çапах кăçал наркăмăш сапман çӗр улми çиме шанăç пысăк, теççӗ специалистсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев