Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫлӗ канашлу чей ӗҫнӗ вӑхӑтра иртрӗ

Паян Халӑхсен Туслӑх ҫуртӗнче Тутарстан халӑхӗсен Ассамблеин черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта Аксу, Нурлат, Элмет, Ҫӗрпел, Элкел районӗсен тата Хусанти чӑвашсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ

Лару хыҫҫӑн ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Дмитрий Самаренкин Туслӑх Ҫуртӗнчи чӑвашсен пӳлӗмӗнче канашлу ирттерчӗ. 

Инна Лисина пухӑннисене кӑҫалхи Уявӑн ҫӗнӗлӗхӗсемпе паллаштарчӗ. Кӑҫал Элкел районӗнчи Сиктӗрмери Уява ачасемпе ҫамрӑксене ытларах хутшӑнтарма палӑртаҫҫӗ. Уяв умӗн икӗ кун маларах ТР Чӑваш ҫамрӑкӗсен фестивальне ирттерме хатӗрленни ҫинчен Юлия Еремеева пӗлтерчӗ. 

Кӑҫал Тутарстанри чӑвашсемшӗн паллӑ ҫул - Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитни. Ӑна тивӗҫлӗ ирттерес тесен мероприятине маларах хатӗрленме тытӑнмалла. Пухӑннисем ӗҫ ушкӑнӗсем тума калаҫса килӗшрӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев