Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НАЦИ КУЛЬТУРИ ЫТТИСЕМШӖН ТЕ ИНТЕРЕСЛӖ ПУЛТĂР

Ыран Хусанта 8-мӗш хут «Культурăсен мозаики» республика шайӗнчи фестиваль иртет

Ăна йӗркелесе ирттерекенӗ Тутарстан Халăхсен ассамблейи.  Çакăн пирки ирттернӗ пресс-конференцире Хусанти Туслăх Çурчӗн директорӗ Ирек Шарипов тата Гульназ Шарипянова режиссер пулчӗç.  Пулас мероприяти çинчен каласа пачӗç.

Пӗлтӗр фестиваль Г.Камал ячӗллӗ театр умӗнчи тӳремре иртнӗ. Çакă фестивале хутшăнакансене те, ăна йӗркелекенсене те питӗ килӗшнӗ, анчах кăçал театр сезонне маларах уçрӗç  сентябрӗн 9-мӗшӗнче пӗрремӗш спектакль кăтартаççӗ. Çавăнпа «Культурăсен мозаикин» урăх площадка шырама тӳр килнӗ, Кремль çумӗнчи Казанка çыранне суйласа илнӗ вӗсем. 

Фестиваль 14 сехетре ӗçлеме пуçлать, официаллă пайӗ 15 сехетре тытăнать. Кашни халăх хăйӗн юрри-кӗввипе паллаштарӗ кунта. Ку фестивалӗн хăйне евӗрлӗхӗсем чылай. Тӗслӗхрен, вăл е ку халăхăн чи паллă юрăçисене социаллă сетьсенчи рейтингсенчен пӗлсе фестивале йыхравлаççӗ. Кăçал чăвашсен культурине Августа Уляндина тата «Ярды» ансамбль  кăтартӗ. Вӗсем чи малтан сăмах илӗç. Каласа хăварар, кашни халăхăн юрă-кӗвӗ ăсти пӗр сехет пулӗ сцена çинче. Çак вăхăтра унăн хăйӗн халăхӗ валли çеç юрлани çителӗксӗр, ытти халăх çыннисене хăйӗн халăхӗн культурипе паллаштарма, интереслентерме ӗлкӗрмелле. 

Удмурт халăхӗн интересӗсене фестивальте Саранск филармонийӗн патшалăх ансамблӗ «АйКай» хӳтӗлӗ. И.Шарипов çак коллектив çинчен хавхаланса каласа пачӗ. «АйКай» 40 çынран тăрать. Чăмăртаннăранпах удмурт халăх юрри-кӗввине шăрантарать. Артистсем пурте килте тӗртсе тунă пуставран çӗленӗ тумпа. Пирне артистсем хăйсемех тӗртеççӗ иккен. Çавăнпа «АйКая» итлеме, курма çеç мар, тумӗсене тытса пăхма та интереслӗ пулӗ. Ушкăн яланах, хуть мӗнле условисенче те «чӗрӗ» сасăпа юрлать. 

Хусанти «Закария» ансамбль те пулать фестивальте. Вăл Атăл тăрăхӗнчи халăхсен юррисемпе сцена çине тухать.

Мари халăхӗн культурипе Йошкар-Оларан килекен «Чоным почын мурена» трио ăсталăхӗ урлă паллашӗç. 

Самар хулинчи фолк-бенд «Волга-Бест» вырăс культурине юратакансен кăмăлне каясси пирки иккӗленмеççӗ йӗркелӳçӗсем.

Икӗ çӗнӗлӗх кӗтет пире кăçалхи «Культурăсен мозаикинче» – «Тутарстан – 2022 мозаика культури» çамрăксен фестивальне çак вăхăтрах Тутарстан халăхӗсен Çамрăксен ассамблейи ирттерет. Тутарстанри Цифровизаци çулталăкӗ витӗмӗ куçкӗрет: пултаруллă çамрăксене фестивале хутшăнма видео-заявкăсенчен суйласа илнӗ. Шăматкун «Мозаика культуринче» пӗтӗмлетӳ концерчӗ пулать вӗсен. Тата тепӗр проект фестивале хутшăнма кăмăл тунă – «Европа-Ази» çӗнӗ музыкăн халăхсен хушшинчи фестивалӗ паян сентябрӗн 9-мӗшӗнче уçăлчӗ. Унта хутшăнакан артистсен ăсталăхне шăматкун Кремль çывăхӗнчи Казанка çыранӗнче илтме пулӗ.

ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ Фирдус Тямаев хедлайнер пулнă май фестивале унăн икӗ сехете пыракан концерчӗ вӗçлет.

Фестивалӗн ырă енӗсем – хăнасене халăхсен  апачӗсене астивсе пăхтарасси тата ал ăстисен ӗçӗсемпе паллаштарасси, килӗшекеннине туянма та май пулӗ.

Фестивале онлайн пăхма та пулать. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 3000 çын онлайн пăхнă тата 12 пин çын Г.Камал театрӗ умӗнчи тӳреме пынă. Кăçал мӗнле пулӗ? 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев