Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗттӗмре лартмаççӗ

Менделеевск районӗнчи «Эпир пӗрле» пуçару ушкăнӗ район çыннисемпе пӗрле окопра усă курмалли çуртасем хатӗрлеме тытăннă. Пӗрремӗш парти хатӗр.

Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа хамăр салтаксене халăх апат-çимӗç, тумтир, тӗрлӗ хатӗрсем, çав шутра пӗчӗк кăмакасемпе автомобильсем таранах, парса пулăшаççӗ. Менделеевск районӗнчи «Эпир пӗрле» пуçару ушкăнӗ район çыннисемпе пӗрле окопра усă курмалли çуртасем хатӗрлеме тытăннине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Çак пархатарлă ӗç валли районти Культура çурчӗн мастерской пӳлӗмне уйăрса панă. Кун çинчен район администраци пуçлăхӗ Радмир Беляев хăйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Ăстасем халăхран пушă консерва банкисем кӳрсе пама ыйтаççӗ. Парафин ыйтăвне вара район пуçлăхӗ татса пама шантарать. Апла-тăк, окопсенче çутмалли çуртасем хатӗрлес ӗç чарăнмӗ. Менделеевск районӗ çаплах Луганскри ача çурчӗ валли тумтир те пухать. Салтаксемпе ачасем валли черетлӗ гуманитари пулăшăвне çитес кунсенче ăсатма хатӗрленеççӗ. Хальхинче ăна район пуçлăхӗ хăй леçме кайма планлать. Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество