Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвара тепӗр палăк пулать

Пăва районӗнчи паллă ӳнерçӗ тата скульптор Сандр Пикл Пăвана Чӗмпӗр енчен кӗнӗ çӗрте палăк лартасшăн, композици проекчӗ хатӗр.

Пăва районӗнчи чи авалхи истори вырăнӗсенчен пӗри – Хырла валӗ. Ӗлӗк хир енӗпе вăрман енне уйăракан чикӗ шăпах Пăва тӗлӗнче пулнă иккен. Вăл Теччӗрен пуçланса Альшихпа Мăкăр еннелле тăсăлнă, çапла Шăмăршăпа Улатăра çитиех. Хӳтӗлев валӗ çийӗн тӗкме карти – частокол пулнă. «Засечная черта» теççӗ çак вырăна историксемпе тӗпчевçӗсем. Унта XVI ӗмӗрте Раççей патшалăхӗн чикки иртнӗ. Стрелецсен вăхăтӗнче вырăнти ялсенчен кашни 10 килӗрен 1 çынна чикӗре хуралта тăма явапланă. Хуралçăсен шутӗнче тутарсем те, чăвашсем те, вырăссем те тăнă. Шутласа пăхсан – ку пысăк пӗлтерӗшлӗ вырăн. Тӗл-тӗл унăн сăрчӗсем сыхланса юлнă-ха.

Районти паллă ӳнерçӗ тата скульптор Александр Алексеев (Сандр Пикл) çак вырăна ӗмӗрлӗхе палăртас шухăшлă. Вăл хăйне евӗр йывăç скульптура композийӗн проектне те туса хатӗрленӗ. Палăка художник Пăвана Чӗмпӗр енчен кӗнӗ çӗрте вырăн тупса лартма ӗмӗтленет. (А. Алексеев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев