Сувар

г. Казань

18+
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанăн пӗрремӗш Президенчӗ вилнӗ

Хыпар хатӗрӗсем Ӗпхӳре 88-ти Муртаза Губайдуллович Рахимов вилсе кайни çинчен пӗлтереççӗ. Вăл Пушкăртстан Республикине 17 çул ертсе пынă – 1993 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнчен пуçласа 2010 çулхи июлӗн 15-мӗшӗччен.

Президентлăхӗн тăваттăмӗш срокӗ вӗçленес умӗн Муртаза Рахимов федераллă центрпа пӗр чӗлхе тупаймарӗ. Ун чухнехи Президент Дмитрий Медведев Рахимова срокӗ иртмесӗрех пуçлăхран кăларчӗ. Ăна нимӗнле федераллă должность та сӗнмерӗç, пенсие ăсатрӗç. Пушкăртстан праламенчӗ республикăн пӗрремӗш Президентне лайăх пенсипе канма ăсатрӗ – пуçлăх шалăвне виççе хутласа. 
«Мартаза Рахимов чухне эпир тӗреклӗ пурăнтăмăр, пуласлăха шанчăклăхпа пăхрăмăр. Вăл пирӗншӗн малкурăмлă политик, ăнăçлă ертӳçӗ пек пулса юлать», – тесе аса илеççӗ Муртаза Губайдулловичăн çывăх çыннисемпе тăванӗсене хурланни çинчен пӗлтерсе Пушкăртстан чăвашӗсен представителӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев