Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пушкăртстанри чăвашсем пӗрлешме тӗллев лартнă

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ хулинче вырăнти Чӑваш наципе культура автономийӗ 10 ҫул тултарнине халлаланӑ конференци иртнӗ

Делегатсем Пелепей, Мелеуз, Салават, Ӗпхӳ хулисенчен,  Аургазӑ, Ҫтерлӗ, Федоровка районӗсенчен килсе çитнӗ. Пухăва ытларах чăваш хастарӗсем хутшăннă. Вăл чăваш халăх гимнӗпе «Алран кайми аки-сухи» пуçланнă.
Конференци модераторӗ Пушкăртстанари Чăваш наципе культура пӗрелошӗвӗн ертӳçи Федор Кузьмин пулнă. чӑваш чӗлхипе пырать!
Конференци тӗп тӗллевӗ – Пушкăртстанри чăвашсен пӗтӗм общество организацине пӗрлештересси. Çакна хастарсем 2024 çулта аслă пуху тусах ӗçе кӗртесшӗн. Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра регион шайӗнчи тăватă чăваш пӗрлешӗвӗ ӗçлет. Пӗр пӗрлӗх туса хурсан унăн ертӳçине те суйлӗç. 

«Урал сасси» хаçатăн сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев