Путин Тутарстана чи аталаннă регионсен шутне кӗртнӗ
РСФСР Совнаркомӗпе ВЦИК ТАССР йӗркеленӗвӗпе декрета 1920 май уйăхӗнче йышăннă. Республикăн официаллă çуралнă кунӗ вара июнӗн 25-мӗшӗпе тӳр килет
Раççей Президенчӗ Владимир Путин тутарстансене саламласа ТАССР йӗркеленӗвне историн паллă пулăмӗсен шутне кӗртсе вăл Атăлпа Кама юханшывӗсен хӗрринче пурăнакан халăхсен культурăпа тӗн еткерне, тăван чӗлхине упраса хăварма пулăшнине пӗлтернӗ. Раççей патшалăхӗн çирӗпленӗвӗнче нумай нациллӗ Тутарстанăн тӳпи пысăккине палăртнă çӗршыв пуçлăхӗ. Тутарстана Президент чи аталаннă регион шутне кӗртсе инвесторсемшӗн илӗртӳллӗ пулнине, республикăра промышленноçпа ял хуçалăхӗнче, энергетикăпа строительство комплексӗнче, социаллă сферăра пысăк проектсем пурнăçланнине палăртнă. Аса илтеретпӗр: РСФСР Совнаркомӗпе ВЦИК ТАССР йӗркеленӗвӗпе декрета 1920 май уйăхӗнче йышăннă. Республикăн официаллă çуралнă кунӗ вара июнӗн 25-мӗшӗпе тӳр килет. Шăп çак кун 1920 çулта Хусанти власть йӗркеленнӗ автономин революцин вăхăтлăх комитетне куçнă
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев